Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турилкке сăмах пирĕн базăра пур.
турилкке (тĕпĕ: турилкке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл ӑна итлемерӗ — сӗтел ҫине икӗ турилкке яшка антарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ираида Васильевна кайнӑ хыҫҫӑн хӗрача чашӑк-тирӗксене пуҫтарчӗ, турилкке ҫине вӗри шыв ярса горчичнике йӗпетрӗ те кинемей ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗчӗкҫеҫ тӑваткал сӗтелӗ ҫинче пуҫламан ҫӑкӑр, пӗр турилкке тӑварланӑ хӑяр.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫук иккен, шалти ҫынсем кухня чӳречи умӗнче пӗр турилкке яшкашӑн харкашаҫҫӗ.

Нет, люди внутри вовсе не ссорились из-за тарелки супа у кухонного окошка.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пит-куҫ хам алри хӗрлӗ ручка тӗслӗ пуличченех сӑмах калама лекрӗ ҫак каҫ, ҫӑвар ӑшчикки хӗвел ҫинчи турилкке пекех типсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Турилкке тӗпне ҫӑкӑрпа шӑлса ҫини пӗрре те аван мар, — тата темӗн те пӗр хушса каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Стражник умне самантрах пӗр стакан эрех, сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑ, ҫӑмарта пырса та ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӑнтӑр Сантӑр хӑнасем умне икӗ курка чашкӑракан сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑпа ҫӑмарта лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шӑнкӑрр! тӑкӑнчӗ турилкке ҫине пуянсен кӗмӗлӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шӑнкӑрт! ӳккелет вара турилкке ҫине чухӑнсен пӑхӑрӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун умӗн кӗмӗл турилкке тытнӑ чиркӳ старости ҫул уҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Карчӑк сӗтел ҫине клеенка сарчӗ те пирӗн ума пӑсланакан яшка, пӗр турилкке аш; пӗр чашӑк пыл, пӗчӗк сӑмавар лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мишша кукаҫ пуҫламан ҫӑкӑр илсе килчӗ те, ӑна хӑй пуҫласа, илемлӗ, хитре татӑксем касса, турилкке ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Курнуя пынисем турилкке ҫине вуншар, ҫирӗм пилӗкшер, аллӑшар тенкӗлӗхсем хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Кунта икӗ пӗчӗк турилкке ӑшне хупнӑ ҫатма икерчи, чӑкӑтпа пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литр сӗт пур иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Сӑмахшӑн кивҫене кайман Турилкке тем ахӑрттарма та пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Турилкке Петӗрӗпе ҫӳрет вӑл халь.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Вӑл пырса кӗрсен тепрер ҫур сехетрен Петӗр Тарелкин е, ялти пек каласан, «Турилкке», вӑтӑр ҫула ҫитсе те авланманскер, пурне те илтӗнмелле ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Айтӑр «сарайхыҫтрест» тӗтӗмлеме, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Унтан чечеклӗ чей чашки е турилкке ванчӑкӗсем хурса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр: ҫӗр вӗт вӑл сӗтел ҫинчи турилкке пекех: мӗн хуратӑн, ҫавна илсе ҫиетӗн, лайӑх вӑрлӑх акрӑн, лайӑх тырӑ пулать, начар вӑрлӑхӑн тырри те начар.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех