Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупсӑмне (тĕпĕ: тупсӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем кӑшлать, тем ҫиет унта, тупсӑмне пӗлейместӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шыраса туп тупсӑмне.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Вӗсем ытларах вӗреннӗ, тӗнчепе ытларах паллашнӑ, унӑн хури шуррин сӑлтавӗсемпе тупсӑмне те Ҫтаппан ӳсӗмӗнчи ҫынсенчен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл та ӗнтӗ хӑй йӗри-таврашӗнчи хура-шуррӑн сӑлтавӗпе тупсӑмне анлӑрах куракан, тӗплӗрех ӑнланакан ҫын пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мавра тухса кайсан, Микула темиҫе май шухӑшласа та тупсӑмне тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пирки Ҫтаппан та нумай шухӑшланӑ, тупсӑмне ҫеҫ ниепле те тупайман.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темиҫе майлӑ шухӑшласа та тупсӑмне тупаймарӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрлакан ҫыннӑн пӗр ҫылӑх, ҫухатаканӑн пин ҫылӑх тенӗ пекех, Ҫтаппан темиҫе май шухӑшласа та тупсӑмне тупаймасӑр тунката ҫинчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тупсӑмне тупса парсамччӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗччен вӑл япаласене ӑнкарса илме йывӑртарах, ҫавӑнпа тупсӑмне тупас тесе князь сӑмахӗсене вӗсем пӗрле «шӗкӗлчеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ыррипе усаллин тупсӑмне хӑй тупасшӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑшларӑмӑр-шухӑшларӑмӑр… тупсӑмне пурӗ пӗр тупаймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Ҫапах та тупсӑмне тупрӑм, вӑл шапасем ӑҫтан тухнине хам куҫпа куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Пӗр кӳршӗ ҫынни «таракансем килтен сивӗнсен те ыррине ан кӗт» тенине илтсен тин унӑн тупсӑмне ӑнланчӗ Янтул.

Яндулу вспомнился случай из далекого детства.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван купӑс тытса ларсан Яриле ҫав тери хӗрхенсе пахать ывӑлӗ ҫине, темле шутсӑр кирлӗ япалана, пурнӑҫ тупсӑмне, пурнӑҫ «ҫиппине» ӑнланман ҫын ҫине пӑхнӑ пек шеллесе пӑхать.

А попробует Ухтиван взяться за скрипку, Яриле смотрит на него оскорбительно-жалостливо, будто сын его — круглый дурачок, не понимает ничего в жизни.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тем тӗрлӗ те виҫсе пӑхрӑм, тупсӑмне тупаймарӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мӗнле ҫитӗннине Ман пӗлесчӗ тупсӑмне.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Тукайпа Сарыев ҫул тӑршшӗпе ҫак сӑмахсен тупсӑмне тупас тесе пуҫӗсене ҫӗмӗрсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кунне Нетӳҫ темиҫе кӗмӗл укҫа кӑларсан Сахвине пӳртри япаласене тепӗр хут айӑн-ҫийӗн ҫавӑрчӗ, юлашкинчен ӑрӑмӑҫ тупсӑмне тупса Нетӳҫ сӗтел ҫинчи чулсене шутлама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шухӑша яраҫҫӗ вӗсем, тупсӑмне шырама хистеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех