Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнса (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн ҫинчен шутлатчӗ те вӑл, Чӗкеҫ ун патне юриех тухма васкаман пек те туйӑнса каятчӗ, пӑлхантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫук-ха, ӗненес килмест Аннушкинӑн Бианка вилнине, вӑл ӑна халь-халь пуҫне ҫӗклессӗн, пуҫӗпе сӗртӗнсе ачашланассӑн туйӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ун шавӗнче Анатолий Семеновича анчӑк йынӑшни илтӗннӗн туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Ҫукчӗ-ха пирӗн район центрӗнче паттӑр тӑвансене асӑнса лартнӑ палӑк, — шухӑшларӗ Тимуш — Халь ӗнтӗ вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксем пурте киле таврӑннӑнах туйӑнса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унӑн пит-куҫне каллех «курорт тӗсӗ» илем кӳнӗн туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм та, мана хӗскӗч пек алӑ мар, ҫак ӳпкевлӗн йӑлтӑртатакан куҫсем ыраттарнӑн туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах мана темшӗн кунти ӗҫ чӑлханса ҫеҫ пынӑн курӑнчӗ, пӗр тӗлте лайӑххӑн явӑнма ӗлкӗриччен тепӗр тӗлте сӳтӗлме тытӑннӑн та туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунталла килнӗ май ҫак сасӑсем хыҫа юлнӑччӗ те паҫӑр, халь мана тепӗр пысӑк стройкӑна ҫитсе кӗнӗ пекех туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аслӑ вӑрманти патвар йывӑҫсен кашлавне итлесе пынӑн та туйӑнса кайрӗ ҫул ҫинчи шава тӑнласа утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна курнипе чӗрене йӗп тӑрӑннӑн туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапах та — темшӗн тата — Ҫтаппана ҫуркуннехи йӑптӑх тумтирех килӗшнӗн туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мана Улюк совхоз хваттерӗнчен мӗншӗн кунта куҫса килнине ыйтма меллӗ самант ҫитнӗн туйӑнчӗ (Улюкпа хӗрӗ, тем каласан та, ырӑпа куҫса килмен пек туйӑнать, Анюк чӑннине каламан пек туйӑнса тӑрать, чӑннине пӗлессӗм килсе тӑрать).

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тарановшӑн авӑ «нит» сӑмах тепӗр чух пӗчӗк мӗскӗн ача пек туйӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӗр юнӗ» романӗ унӑн ытти хайлавӗсенчен кирек хӑш енчен пӑхсан та вӑйлӑрах — урӑх ҫын ҫырнӑ пекех туйӑнса каять тапхӑр-тапхӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӳпере икӗ сий пӗлӗтсем хӗвеланӑҫнелле шурӗҫ, аялти сийӗ, ҫӳхе те татӑклӑ-татӑклӑскер, хӑвӑрт ҫаврӑнса, пӑтранса куҫрӗ, ҫиелти ҫавна май кас-кас тепӗр май шунӑнах туйӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хулан сылтӑм енчи сӑртлӑхсен айккисенче шӗвӗ тӗтре пухӑннӑ, малтанлӑха унта тинӗс майлӑ туйӑнса каять, сӑртлӑхсен тӑррисем — тинӗсри утравсем пек.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пурте эпир мӗнле тухса кайнине пӑхса юлчӗҫ, мана, нимӗнле сӑлтав ҫук пулин те, аванмартарах та туйӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Йӗри-тавра никам та пулманнипе-и е тарӑн шухӑша путнипе, мана кас-кас юмахри пек те, тӗлӗкри пек те туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑранса кайса хӑй ҫывӑрнине курсан, ӑна питӗ аван мар, киревсӗр туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех