Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тишкерсе (тĕпĕ: тишкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Литература критикӗсемпе тӗпчевҫисем хушшинче Н. Мартынов талантне чи малтан асӑрхаса тивӗҫлӗн хаклакан Ю. Артемьев пулнӑ: ҫыравҫӑн «Урпашра та вутчуль пур» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине (ку кӗнеке авторӑн — «Этем илемӗ» пӗрремӗш кӗнеки хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан тин кун ҫути курнӑ) тишкерсе вӑл чӑваш писателӗсен йышне тепӗр пултаруллӑ ҫыравҫӑ хушӑннине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

«Кун пек кӑтартусене паян та тума пулать. Лаборатори инфратытӑмне йӗркелемелле. Вӑл хӑмлана пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе тишкерсе тӑма май парӗ», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Тишкерсе тӑмалла мар, туймалла мар, йывӑрлӑхсене сарӑпламалла мар, унталла-кунталла пӑрӑнмалла мар — ҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Юлашки кунсенче мана вӑрттӑн сыхланӑскер, ӗнер вара манпа пӗрле Атӑл ҫыранӗ таврашне нӑш-нӑш-нӑшласа тишкерсе, мӑкӑль-мӑкӑль мӑкӑльтетсе, йӑкӑр-якӑр йӑкӑртатса, тахҫанхи, уйрӑлми тус пек пӗрле ҫӳренӗскер, ҫапла хӑвӑртах манӑҫа кӑларчӗ-ши мана?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кооператив правленийӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫне тишкерсе пӗтӗмлетнӗ май ҫакна та аса илмелле: 2021 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Комбайн» ЯХПК республикӑри АПК тытӑмне кӗрекен 100 чи лайӑх предприяти йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине ҫавнашкал мая тишкерсе хак пама тата тивӗҫлӗ сӗнӳсене кӗске вӑхӑтра тӑратма ыйтатӑп.

Прошу Минобразования Чувашии оценить эти запросы и представить предложения в кратчайшие сроки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ.

Сотрудники администрации города Чебоксар еженедельно анализируют цены в 11 магазинах.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Тишкерсе пӑхсан, Тукай (10 вырӑнне 20), Асанкасси, Кайнлӑк (иккӗшӗнче те 1 вырӑнне 4), Комсомольски (58 вырӑнне 62), Элпуҫ (7 вырӑнне 9), Александровка (7 вырӑнне 10) ял тӑрӑхӗсенче преступлени тӑвасси ӳсни палӑрать, ытти ҫӗрте чакнӑ е пӗр шайрах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Эсир пӗрре чӑннипех пулӑшма килсе ҫитетӗр, кирек мӗнле майсӑр лару-тӑрӑва та, ан тив вӑл техногенлӑ сӑлтавпа е ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе пулакан пушар, шыв илни, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗ е ытти пӑтӑрмах пултӑр, пуринчен малтан тӗплӗн тишкерсе тухса ӑна сирмелли майсене палӑртатӑр.

Вы приходите на помощь по первому зову, первыми реагируете на любую чрезвычайную ситуацию, будь то техногенные и природные пожары, наводнения, дорожно-транспортные происшествия или другие бедствия.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫӑ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/27/gla ... et-s-dnyom

Ялти хӗрсене тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӗсем ют ял хӗрӗсене суйлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах кирек мӗнле ӗҫе те тӑвиччен тишкерсе пӑхма хӑнӑхнӑ йӑлипе: — Хушса тӳлемелли мӗн чул пулать вара? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, шыв ӑсма пухӑннӑ чухнехи пекех, кӳршӗ-кӳпсен арҫыннипе хӗрарӑмӗсене, вӗсен хӗрӗсемпе каччисене тишкерсе, хӑшне мухтаҫҫӗ, хӑшне хурлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, тавҫӑрма тӑрӑшса, паллакан хӗрарӑмсене тишкерсе тухрӗ, Анчах никам ҫине те тӗллеме пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сессире ӳсентӑран отраслӗн кӑҫалхи аталанӑвне тишкерсе ҫитес ҫулхи тӗллевсене палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Ҫӑлавпа пулӑшу службисен, кулленхи пурнӑҫа тивӗҫтерекен предприятисемпе организацисен хатӗрлӗхне тишкерсе республикӑра та ку эрнере масштаблӑ вӗренӳсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Анастасия Александровна тишкерсе пӑхрӗ, ӑшшӑн-ӑшшӑн кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавна май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев саккунсӑр майпа мобилизациленӗ тӗслӗхсене хӑй тишкерсе тӑма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/

Районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑм кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхри кӑтартусене тишкерсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шку- лӗнче вӗренекенсем атте сӑнарне хамӑр ҫӗршыври литература урлӑ тишкерсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Статйисемпе хыпарӗсене те тишкерсе тухрӑм.

Я проанализировал также их статьи и новости.

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех