Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тепрехинче сăмах пирĕн базăра пур.
тепрехинче (тĕпĕ: тепрехинче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепрехинче хайхи, — васкаса каласа пама тытӑнчӗ вӑл, — ман хуҫа урамран чупса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепрехинче вара манӑн арӑм киле ӗҫ кӗнекине чиксех таврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Тепрехинче хуткупӑс калакан та килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сана вӑл паян умран ҫыртать пулсан, эсӗ ӑна тепрехинче хыҫалтан ҫапла «саламла»: йӑпшӑнса пыр та хӳринчен ҫатӑртт! туса ил, вара — вӑшик! аяккалла…!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепрехинче сӗннӗ Сашука совхоз пӑрҫине вӑрра кайма.

В следующий раз уговорил Сережа друга пойти тайком за совхозным горохом.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

— Андрей, эсӗ татах кил, тепрехинче сана сӑнӳкерчӗксем кӑтартӑп, — илтӗнсе юлчӗ Оля сасси.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эп ӑна хутпа чӗркенӗ кӑпӑр-кӑпӑр канфетсемпе хӑналатӑп, тепрехинче тата, килте асанне кӑна чухне, хӗрлӗ эрех те ӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Тепрехинче вӑл ӑна Хусана илсе кайса, унта аташтарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑншӑн Сахар йыттине хытах тарӑхнӑччӗ, тепрехинче ыттисене те туласа тӑкӗ, тем курса лармалли пулӗ тесе, Пӑва хулине илсе кайса ҫӗтерсе хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепрехинче ҫырлине пӗр чӗрес, тепӗр витре татса килчӗ те сутма Ҫӗмӗрле пасарне кайма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Тата тепрехинче Люба темӗнле чечексем те тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Пӗр ҫуллахи пасарта Ваҫук Михапарпа, тепрехинче ҫамрӑк Ухтиванпа паллашрӗ.

Как-то летом Васюк познакомился на базаре с Михабаром, а позже — с Ухтиваном.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хальхинче те лаша аран тупнӑскер, мӗнле килӗ вӑл тепрехинче?

он знал, каких трудов матери стоило найти лошадь, чтобы приехать сюда, а как она приедет снова?

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепрехинче киле те пыраҫҫӗ-ха ӑна вӑрлас тесе, каллех ҫӑлӑнать Александра Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

— Ну, тепрехинче чӗнӗпӗр эппин сана.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Каласа ярас пулать, тепрехинче сӗрме купӑс илсе килччӗр, — пӗр хутчен кӑна мар сӑмах тӗртрӗ Ахтупай юлташне вӑл унтан та ытларах тунсӑхланине туйса.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук ӗнтӗ, ун пек мар, хӑвӑр килӗр пирӗн пата, юри килӗр тепрехинче.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче вӑл хунямӑшӗпе вӑрмантан хӑмла йӑтса таврӑнатчӗ, тепрехинче кӳршӗ хӗрарӑмӗпе иккӗш хире тыр вырма каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инди халачӗ паратӑп тесе мухтанать-ха, тепрехинче ҫавна илтересчӗ манӑн ӑна!

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепрехинче вара Елиссем тӗтреллӗ ҫанталӑкра тӑваттӑн аташса кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех