Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗнче (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригада вити таврашӗнче ҫӗрле ҫӳремен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫумӑрлӑ кунсенче мунча таврашӗнче пытанса ҫӳренӗ чух тӗрлӗ май шухӑшларӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курнӑччӗ вӑл пӗрре Маркел йыттине кантрапа кӑкарса ҫӗрле анкарти таврашӗнче чупкаласа ҫӳренине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хула таврашӗнче вӑрах йӑваланма лекмерӗ салтаксене.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗртен-пӗр хӗрӗ ҫеҫ, Ҫимунран кӗҫӗнни — Улька, амӑшне пулӑшса, кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлеме юлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн уполномоченнӑй правлени таврашӗнче курӑнми пулнӑ, утнӑ ҫӗрте ҫын урине ҫыхлантарса ҫӳремен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правлени таврашӗнче ҫын нумай марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун чапӗ Хусан кӗпӗрни таврашӗнче ҫеҫ мар, тен, пӗтӗм Раҫҫее те сарӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Оренбург таврашӗнче хӗлле ҫатӑр сивӗ, ҫулла сывлама ҫук шӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Вӗсем те «ҫӑмарта чӑххинчен аякка ӳкмест» тенӗн ырӑ тӗслӗхпе маттур пулчӗҫ: шкулта — вӗренессипе, кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлессипе ашшӗ-амӑшӗн ятне ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ял таврашӗнче ҫырма-ҫатра пурри хур-кӑвакал тытма-усрама меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Унччен вара политикӑра ытларах вырӑна хӗрлисем йышӑннӑ пулнӑ, ҫакӑ Люсечилпа унӑн таврашӗнче XX ӗмӗр тӑршшӗпех промышленноҫ промышленноҫӗ вӑйлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Прежнее засилье красных в политике связано с тем, что в Люсечиле и его окрестностях на протяжении всего 20 века доминировала промышленная промышленность.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Утравс сӑртлӑ-туллӑ ландшафчӗ тӗрлӗ микроклимат йӗркелет: Мадейрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗ — архипелагӑн чи нӳрӗк те хӗвелсӗр вырӑнӗ; Фуншал таврашӗнче вӑтамран кӑштах типӗрех, Порту-Санту утравӗ ҫинче климатӑн ҫурма пушхир тӗсне (BSh) палӑртаҫҫӗ.

Гористый ландшафт островов создаёт разнообразие микроклиматов: северо-западная часть Мадейры — самое влажное и пасмурное место архипелага; немного суше в среднем в окрестностях Фуншала, а на острове Порту-Санту отмечается полупустынный тип климата (BSh).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Анчах, йӗри-тавра вӑрман пулин те, барак таврашӗнче хӑтсӑр: поселок уҫланкинче йывӑҫ та хӑварман, йӑлт ҫаратса тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӳпере виҫӗ хӗвел ҫуталнӑ — хӗвел таврашӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лек ҫар крепоҫӗ таврашӗнче йӗркеленнӗ, ӑна Испанипе пынӑ Сакӑрвунӑ ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче туса лартнӑ.

Лек вырос вокруг военной крепости, которая была построена во время Восьмидесятилетней войны с Испанией.

Лек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... %B5%D0%BD)

Теччӗ енче — темтӳҫсем, Элшел таврашӗнче пурӑнакансене эсекел таврашӗсем тенӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Ӗлӗк-авалтанах Атӑлпа Сӗве тӑршшӗнче, Теччӗпе Элшел таврашӗнче, пӗр-пӗринчен кӑштах уйрӑмрах темиҫе чӗлхепе калаҫакан йӑхсем пурӑннӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Ҫичӗ ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хула таврашӗнче виҫӗ ҫапӑҫу пулса тӑнӑ: хрантсуссен ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленнӗ Бопорт патӗнчи ҫапӑҫусем (1759 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ); Авраам тӳремӗнчи ҫапӑҫусем, Джеймс Вольф генерал ертсе пынӑ британсен ҫарӗ унта Луи-Жозеф де Монкальм хрантуссен генералне ҫӗнтернӗ те кӑштахран хулана ярса илнӗ (1759 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче); Сент-Фуа патӗнчи финаллӑ ҫапӑҫу, унта хрантсуссем ҫӗнтернӗ (1760 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ).

Во время Семилетней войны город стал местом трёх сражений: битвы при Бопорте, закончившейся победой французов (31 июля 1759 года); битвы на равнинах Авраама, в которой британские войска под командованием генерала Джеймса Вольфа победили французского генерала Луи-Жозефа де Монкальма 13 сентября 1759 года и вскоре после этого взяли город; и финальной битвы при Сент-Фуа, в которой победили французы (28 апреля, 1760 года).

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Пуринчен ытла нефть Баку, Грозный таврашӗнче тата Майкопра кӑлараҫҫӗ.

Больше всего добывается нефти в окрестностях Баку, Грозного н в Майкопе.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех