Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнӳкерчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
сӑнӳкерчӗк (тĕпĕ: сӑнӳкерчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн аллинче эпӗ икӗ сӑнӳкерчӗк куртӑм, вӑл вӗсене мана пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Манӑн алӑра — пысӑк мар сӑнӳкерчӗк.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Урай варринче вӑрӑм сӗтел, стена ҫумӗнче — йывӑҫ кровать, стенисене ҫутӑ шпалерпа типтерлӗн ҫыпӑҫтарса тухнӑ, тӗпелте сӑнӳкерчӗк ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Сӑнӳкерчӗк ҫинче вӑл Розӑна палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Сӑнӳкерчӗк Янаслов патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Сӑнӳкерчӗк черетпе пӗрин аллинчен теприн аллине куҫса пынӑ ман сӗтел хушшинчисен пичӗсем ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Сӑнӳкерчӗк аял вӗҫне хура чернилпа хулӑммӑн 1907 ҫул тесе ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Унӑн аллинче сарӑхнӑ кивӗ сӑнӳкерчӗк: ҫамрӑк та илемлӗ хӗрарӑм виҫ-тӑватӑ ҫулти ывӑл ачана тытса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сӑнӳкерчӗк патӗнчен пӑрӑннӑ пекех, Алексей чӳрече умӗнчен те йывӑр туйӑмпа пӑрӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл, сӑнӳкерчӗк патӗнчен пӑрӑнса, чӳрече патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ун чухне иккӗшӗ те хаваслӑ пулин те (ӑна Алексей лайӑх астӑвать), сӑнӳкерчӗк ҫинче Таня темшӗн салхуллӑрах тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кунта Мосальскин музыка училищинче вӗреннӗ чухнехи пӗр сӑнӳкерчӗк пур, Аня ун ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пирӗн садра пӗр сӑнӳкерчӗк пур — Ленин сӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗрача, пуҫне тӳррӗн тытса лараканскер, сӑнӳкерчӗк ҫинче амӑшӗ пекех типшӗм питлӗ, ҫутам.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Унтан альбомран пысӑках мар сӑнӳкерчӗк кӑларса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Юратса парнелетӗп, савнӑ тусӑм, юратса юрату эп кӗтеп», «Ҫак сӑнӳкерчӗк пӗлтертӗр эп сана юратнине» тата ытти те, тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ачасем шӑпӑртах пулчӗҫ, мӑйӗсене тӑсса, пуҫӗсене каҫӑртса, сӑнӳкерчӗк ҫине пӑхма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шел, сыхланса юлнӑ сӑнӳкерчӗк сахал.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗнче «ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн фончӗн пӗр пайне пӑхса тухса ял сӑн-сӑпатне кӑтартакан темиҫе сӑнӳкерчӗк тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Сӑнӳкерчӗк ӳкерӗнме хаваспах тумланма килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех