Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнласа (тĕпĕ: сӑнла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунпа пӗрлех произведени писатель сӑнласа кӑтартнинчен, хӑй каласа панинчен тата ҫынсене пӗр-пӗринпе калаҫтарнинчен тӑнине те асра тытмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хальхи пурнӑҫа сӑвӑсемпе сӑнласа параҫҫӗ: Уйӑп Мишшин «Лирика», Георгий Ефимовӑн «Унӑн ҫулӗ», «Ялти тӗрленчӗксем», Алексей Воробьевӑн «Юратнӑ сӑнсем», Николай Евстафьевӑн «Манӑн тантӑшсем савӑнаҫҫӗ», Николай Сандровӑн «Тул ҫутӑлать», Альберт Канашӑн «Сӑвӑсем» т. ыт. поэтсен сӑвӑ кӗнекисем те.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калӑпӑр, Мранька Микихверӗн «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӗнекисенче сӑнласа кӑтартнӑ ӗҫсем Российӑри малтанхи революци тапхӑрӗнче пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кусем, чӑваш халӑхӗн кунӗ-ҫулӗнчи паллӑ тапхӑрсене, ҫав тапхӑрта ирӗклӗхшӗн ҫӗкленнӗ кӗрешӳри-ҫапӑҫури халӑхӑн вӑй-хӑватне, халӑхӑн ӑс-тӑнӗ мӗнле улшӑннине сӑнласа кӑтартас вырӑнне, пуринчен ытла чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-сӑли, тӗшмӗшӗ-пӗтмӗше, ҫийӗ-пуҫӗ тата этнографиллӗ ытти ҫинчен каласа пама мӗн ӑсталӑх ҫитнӗ таран пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ пек пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кунта тата ҫак иртнӗ ҫулсенче аслӑ Ленин ячӗпе хисепленекен премие тивӗҫлӗ пулнӑ совет писателӗсемпе вӗсен хальхи пурнӑҫа сӑнласа кӑтартакан кӗнекисене аса илмелле эпир.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах та яланах халӑхӑн илемлӗ ҫырулӑхӗнче чи пахи, чи кирли — халӑхӑн хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫне, унӑн куллен-кунхи ӗҫне-хӗлне, кӗрешӗвне, кӑмӑлӗ-ӗмӗчӗсене анлӑн сӑнласа паракан, кун-ҫулӑн тапхӑрӗ ыйтнине татса парса, этеме малалла чӗнекен ӗмӗрлӗхе юлмалла ӑста ҫырнӑ кӗнекесем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сӑнласа пани

Куҫарса пулӑш

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Ял пурнӑҫне тӗрӗсех сӑнласа пачӗ, Хумкка мучипе, Откан аппапа паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алтарь вырнаҫнӑ пайра балдахин айӗнче колоннӑсем ҫинче Алайош Штробль кӳлепеҫӗ хатӗрленӗ Сӑваплӑ Стефан статуйи пур; йӗри-тавра бронзӑран тунӑ пилӗк барельеф вырнаҫнӑ, вӗсем ҫинче унӑн пурнӑҫне сӑнласа ӳкернӗ.

В алтарном пространстве под балдахином на колоннах находится статуя Святого Стефана, выполненная скульптором Алайошем Штроблем; вокруг расположены пять бронзовых барельефов, на которых изображены сцены из его жития.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Пӗтӗмӗшле сӑнласа пани

Общее описание

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Крахъян Сехенере путсӗр сӑмахсемпе мар, вӑл мӗнле ҫын иккенне сӑнласа панипе ҫӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Тата вӑл басмачсене еплерех йӗкӗлтенине астуса юлнӑ: сӑмса айӗнче пӳрнепе сӑтӑркаласа Буденныйӗн мӑйӑхне сӑнласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑнласа пани

Описание

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Чӑваш Республикине пур енлӗн сӑнласа паракан экспозицисенче Чӑваш Енӗн ӗнерхи, паянхи пурнӑҫӗ туллин курӑнать, малашнехи тӗллевӗсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Эпӗ хамӑн чаплӑ ӳкерчӗке ҫитӗннисене кӑтартрӑм та вӗсенчен: «Сире ҫак ӳкерчӗкре сӑнласа кӑтартни шиклентерет-и?» — тесе ыйтрӑм.

Я показал мое творение взрослым и спросил, не страшно ли им.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

2. Материала конкретлӑрах тӑвас, ӑна вӗренекенсен ҫулӗсемпе ытларах майлаштарас тесе, учебника сӑнласа ҫырнӑ темиҫе географиллӗ калав кӗртнӗ, ҫавӑн пекех тата ӗҫре кирлӗ текста юсанӑ, ӳкерчӗксене нумайлатнӑ.

2. В целях большей конкретизации материала, большего приспособления его к возрасту учащихся в учебник внесен ряд образных географических описаний, соответственным образом переработан деловой текст, увеличено количество иллюстраций.

Географи. Пуҫламӑш шкулӑн 4-мӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке. 2-мӗш пай // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Авал хӗн-асап тӳснӗ чӑвашсем ирӗккӗн сывласа янине, хресченсем пӗрлешӳллӗ ӗҫре тулли пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннине, ҫынсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ те, ӑсӗ-тӑнӗ те улшӑнса ҫӗнелнине витӗмлӗн сӑнласа кӑтартнӑ автор.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Писатель кунта Хӗрлӗ Ҫара хӑйсен ирӗкӗпе пынӑ аслашшӗпе мӑнукӗ ҫинчен ҫырать, вӗсен кӗрешӳри паттӑрлӑхне сӑнласа кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Тепӗр чухне тата ҫапӑҫу самантне пачах сӑнласа памаҫҫӗ, паттӑр вун икӗ пуҫлӑ ҫӗлене те ним мар пӗр самантра вӗлерсе хурать.

В некоторых случаях оттеняется не сам момент сражения, а результат: в один миг батыр уничтожает двенадцатиглавого змея:

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Халӑхпа партилӗх принципӗсен никӗсӗ ҫинче тӑракан социализмлӑ реализм искусствинче пурнӑҫа илемлӗ сӑнласа кӑтартас ӗҫри хӑюллӑ новаторствӑ тӗнче культурин пур прогрессивлӑ традицийӗсемпе усӑ курнипе тата вӗсене аталантарса пынипе ҫыхӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех