Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсӑрах (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эльвира каччин аллипе сӑмахсӑрах сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мӗн тӑвӑн, ним тума та май ҫук, каччӑ пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мӗнпур хаклӑ пурлӑха, вӑл шутрах тӗслӗ металлсене, тырпула тата горючине, вӗсене турттарса тухма май пулмасан, пӗр сӑмахсӑрах пӗтерсе тӑкмалла.

Все ценное имущество, в том числе цветные металлы, хлеб и горючее, которое не может быть вывезено, должно безусловно уничтожаться.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Виҫӗ уйӑх каялла технологпа пӗрле панӑ сӗнӗве нумай пулмасть Харьковри завод та сӑмахсӑрах йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Георгий Нинӑна аллинчен тытрӗ те, вӗсем ҫырма тӑрӑх, пӗр-пӗринпе сӑмахсӑрах килӗшсе, малалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Шоферӗ пӗр сӑмахсӑрах ун хыҫҫӑн утнӑ, анчах «майорӗ»: эп халех, чӑматанран пӗр япала илетӗп те хыҫҫӑнах кӗретӗп, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кӗркури пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Мӗн чимӗ, ара, пӗркун сан евчӳне, Укапи карчӑка, ним сӑмахсӑрах ӑсатса кӑларса янӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир аптӑраса кайрӑмӑр, анчах пӗр сӑмахсӑрах тумлантӑмӑр та класа пуҫтарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Маюк инке хӗрачин шухӑшне сӑмахсӑрах тавҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Мӗн тума хушнине сӑмахсӑрах ӑнланма хӑнӑхнӑ Арӑсланӑм чӑтма ҫук ҫиллессӗн, хӑлха ҫурӑласлах хыттӑн вӗрсе ячӗ те — упа вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Сӑмахсӑрах паллӑ: вӗренекенсем ӗнер пӑлхав пуҫласа яма та хатӗрччӗ.

Совершенно ясно: ученики были вчера готовы к бунту.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫе хӑвӑрт та лайӑх тусан, вӑл хӑйӗнчен ыйтнӑ хака пӗр сӑмахсӑрах тӳлеме пулнӑ.

Что касается цены, то владелец санатория не торговался, лишь бы работа была выполнена хорошо и быстро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланма вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем каллех шӑпланчӗҫ, калаҫма сӑмах тупаймарӗҫ, сӑмахсӑрах пӗр-пӗрне лайӑх ӑнланчӗҫ, ыталаннипех пусма картлашкисем тӑрӑх анма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем ҫапла пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланса хисеплени мана ҫав тери килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем, хӑйсен ӗҫне мухтанипе хавхаланса, сӑмахсӑрах пӗр-пӗрне тӗккелесе илчӗҫ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Ку кинӗн, шереметӗн, нимӗнле ҫылӑх та ҫук, ӑна сӑмахсӑрах пӑҫмаха ярас», — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Халиччен Лукарье пӗр сӑмахсӑрах мӗн кирлине чухлама тӑрӑшнине аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, сӑмахсӑрах килӗшсе, Кузнецов хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех