Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавпа (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӗтмен ҫӗртен ҫав ҫут шевле тем сӑлтавпа куҫран ҫухалчӗ, тӗксӗмленчӗ — ах, начарччӗ!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

3. Ҫынсем урӑх чӗлхесене тӗрлӗ сӑлтавпа вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Ҫак сӑлтавпа 2022 ҫулта 8 аваринче пӗр ҫыннӑн, 2021 ҫулта 11 аваринче 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Пӗлтӗр ҫак сӑлтавпа 12 протокол (маларахри ҫул 10 пулнӑ) ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

- Алексей Юрьевич, аварисен шучӗ ӳснине эсир чӑн малтанах мӗнле сӑлтавпа ҫыхӑнтаратӑр?

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Ҫӳлтен хушнӑ сӑлтавпа усӑ курса, кантур пуҫлӑхӗ хӑйне килӗшмен ҫынсене йӑлтах ӗҫрен кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Ҫак сӑлтавпа, икӗ тӗрлӗ юмансене пӗр вӑхӑтрах самолетсем ҫинчен имҫамсем сирпӗтсе пулӑшу парасси питӗ ответлӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ӑна эпӗ ҫитсенех асӑрхарӑм, анчах мӗн сӑлтавпа ҫапла ҫыхнине пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ирхине вӗр-ҫӗнӗ праҫник саппунӗсене ҫыхса тухнӑскерсем, 5-6 ҫын, тем сӑлтавпа саппун аркисене ҫурмалла хуҫлатса пилӗкрен хӗстерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Те ытла пӗр кӗвӗллӗ вуланӑран, те урӑх сӑлтавпа — ӑна итлекенех пулмарӗ, нумайӑшӗ ҫав-ҫавах ҫурма саспа Прохор Степанович тӗлӗкне сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эсир пӗрре чӑннипех пулӑшма килсе ҫитетӗр, кирек мӗнле майсӑр лару-тӑрӑва та, ан тив вӑл техногенлӑ сӑлтавпа е ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе пулакан пушар, шыв илни, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗ е ытти пӑтӑрмах пултӑр, пуринчен малтан тӗплӗн тишкерсе тухса ӑна сирмелли майсене палӑртатӑр.

Вы приходите на помощь по первому зову, первыми реагируете на любую чрезвычайную ситуацию, будь то техногенные и природные пожары, наводнения, дорожно-транспортные происшествия или другие бедствия.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫӑ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/27/gla ... et-s-dnyom

— Мӗн сӑлтавпа?

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чаплӑ та хӑватлӑ хуҫа… мӗн сӑлтавпа чӗнтертӗн-ши мана?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан авланасси мӗн сӑлтавпа манран килет пулӗ?

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахаллӗн мӗн сӑлтавпа вӑйӑ тулашне тухса кайрӗҫ кусем тетӗп хам ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Санран ыйтатӑп: Михаил Петровичӑн ҫурт-йӗрне мӗн сӑлтавпа ҫӗмӗртӗн? — тепӗр хут ыйтрӗ Огуречников.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ кирек мӗнле сӑлтавпа та хирӗҫӳ тухма пултарать.

Сейчас по любому поводу могут вспыхивать конфликты.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ют ҫӗрте пулнӑран-и е урӑх сӑлтавпа вӑл ытлашши алхасса каймасть.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасемпе турхансене ял хыҫҫӑн ял паратчӗ, сӑлтавпа та, сӑлтавсӑр та Хусана чӗнетчӗ, хӑна тӑватчӗ, вӗсен ывӑлӗсене тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарма тарӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫын темле сӑлтавпа та килме пултарать, мӗн ӗҫ пур тимӗрҫӗ кунта килнинче Пикпулат ашшӗн?

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех