Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухалӗ (тĕпĕ: сухала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗл мучие аса илтерекен шап-шурӑ вӑрӑм сухалӗ ват ҫынна хӑйне евӗр илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Кашни хӳме ҫумӗнчех — Хородничану сухалӗ

На всех заборах — борода Хородничану…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй сисмен ҫӗртенех аллине сухалӗ патне илсе пычӗ.

Он инстинктивно поднес руку к бороде.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хут ҫине сухалӗ ҫумне йӗкехӳре ҫыхланнӑ кукша пуҫлӑ ҫынна ӳкернӗ.

На которой был нарисован лысый человек с запутавшейся в его бороде крысой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Учителӗн сӑн-пичӗ темле ытла та ҫамрӑк ҫынӑнни пек курӑннӑ пирки, тип-тикӗс каснӑ вӑрӑм хура сухалӗ малтанлӑха ҫыпӑҫтарса лартнӑ пекех туйӑнать.

Длинная черная борода, идеально ровно подстриженная, с первого взгляда казалась приклеенной — такой она составляла контраст с моложавым холеным лицом учителя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн сарӑ сухалӗ ӳссе кайнӑ, тахҫантанпа ҫуман ҫӳҫӗ шӑрт пек хытӑ, пур еннелле те тӑрмакланса тӑрать, пичӗ тӑртаннӑ; куҫ шӑрҫи тӗксӗмленнӗ, куҫ шурри тарӑхнӑ вӑкӑрӑнни пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Старик, пӗр хушӑ калаҫма чарӑнса, вӑрманти сасӑсене тӑнларӗ, унтан, сайра шурӑ сухалӗ витӗр ҫирӗп шӑлӗсене кӑтартса кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сухалӗ вӑрӑм та — ӑсӗ кӗске, тесе калаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Прохор Степанович сухалӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ ҫӳпсене васкамасӑр иртрӗ, мӑйӑхне юсарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Сулахай аллипе Ҫтаппана кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ те сылтӑммипе сухалӗ патнелле кармашрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫинчен хӑлхасӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑрарах хура сухалӗ, шӗвӗрӗлсе, кӑкӑрӗ ҫинелле усӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калаҫнӑ чухне унӑн кӗреҫе пек сар сухалӗ янахӗ сиккеленӗ май чӗтрене-чӗтрене илет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑш-чикӗ Упа авӑрӗнчи шыв пек пӑтранать халӗ унӑн, сайра сухалӗ чӗтрет, кӑмӑлӗ пусӑрӑнчӑк.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑвра валли инкек ан шырӑр, ҫамрӑксем, — вӗрентсе каларӗ тепӗр кӗреҫе сухалӗ те.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑрушӑ, айтур хӑрушӑ унта, — терӗ турхана ятранах чӗннӗ пер кӗреҫе сухалӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сухалӗ вӑрӑм хӑйӗн, аллинче кукӑр патак.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑвӑс тӗслӗ сухалӗ икӗ эрне хырманнипе ӳссех кайнӑ, халь, ав, мӑйӑхӗ ҫинчи пӑрлашкасене тӑрӑшсах хӑйпӑтать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫыртса лартнӑ пек ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тути ҫинчен усӑнса тӑракан мӑйӑхӗсем, хӑлха патӗнчен янах таранах хырмасӑр хӑварнӑ сухалӗ ҫак туйӑма татах вӑйлатса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех