Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла, Кирсанов та пӗртте суймасӑр хама ырӑ курма ҫеҫ тӑватӑп теме пултарнӑ: вӑл хайӗн ӑсталӑхӗпе тата пултарулӑхӗпе савӑнчӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл, улпутне чӗререн парӑннӑскер, ҫапах та ӑна мӗнле те пулин суймасӑр сайра кун ирттерет.Страстно преданный барину, он, однако ж, редкий день в чем-нибудь не солжет ему.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев пур япала ҫине те кӑмӑлсӑррӑн, ҫурма йӗрӗнсе, ниме те ырӑ суймасӑр пӑхать, вӑл тӗнчере пурне те, йӑлтах вӑрҫма хатӗр; вӑл мӗнле те пулин тӗрӗс мар кӳрентернӗ ҫын, е хӑйӗн темле тивӗҫлӗ хакне тупайман ҫын тейӗн, е тата, вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ ӑнӑҫсӑр ҫын, хӑй шӑпине ирӗксӗррӗн те кулянмасӑр пурӑннӑскер пулӗ, тейӗн.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр пӑхмасӑр, пӗр суймасӑр, пӗтӗм тӗнчери писарьсене тата кӑвас сутакансене пӗрле илсен, вӗсене матросӑн илемлӗ пӗтернӗ мӑйӑхӗсемшӗнех пама юрать.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Евкеньпе Ахваниҫ, ялта пурӑнман пулсан, ҫамрӑклах артиста кайнӑ пулсан, тава тивӗҫлӗ артистсемех пулса тӑрӗччӗҫ — куна пӗр суймасӑр калатӑп.
Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Гришка, Ваҫк… калӑр пӗрех хут ним суймасӑр: пулман вӗт эсир йӗтем ҫинче?
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.