Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарӑлнӑ (тĕпĕ: сарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗр Атлантикӑра анлӑ сарӑлнӑ сӑрӑ кит популяцине 18 ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмпех тытса пӗтернӗ.

Популяция серого кита, существовавшая ранее в Северной Атлантике, была полностью выбита к началу 18 столетия.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ҫакнашкал пушмаклӑ роликсен фитнес-модельсем те пур, апла пулин те уйрӑмах ҫавӑн йышши пушмаклӑ агрессив роликӗсем (XSJado) анлӑ сарӑлнӑ.

Существуют фитнес-модели роликов с таким ботинком, но особую популярность приобрели агрессивные ролики с ботинком такого рода (XSJado).

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

1995 ҫулта К2 фирма ҫемҫе пушмаклӑ пӗрремӗш роликсене кӑтартнӑ, уҫӑлса ҫӳремешкӗн вӗсем чылай лайӑхрах пулнӑ, ҫавна май пит хӑвӑрт сарӑлнӑ та сутлӑх тӗлӗшӗнчен малти вырӑнсене йышӑннӑ.

В 1995 году фирма K2 (англ. K2) представила первые ролики с мягким ботинком, которые гораздо лучше подходили для прогулочного катания и вскоре заняли доминирующую позицию.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

1971 ҫулта СССРта анлӑ сарӑлнӑ «Офицеры» фильм экрансем ҫине тухать.

В 1971 году на экраны вышел фильм «Офицеры», получивший широкую известность в СССР.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Концерт йӗркелӳҫи Виталий Иванов юлашки вӑхӑтра куракансен кӑмӑлне каякан тата халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Кантӑр шӑрши сарӑлнӑ лупасайӗнче каҫченех ӗҫ вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳрте какайпа сухан шӑрши сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарӑлнӑ тирек ҫулҫисем те тӑкӑнса пӗтнӗпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакна пула Анук ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратнӑ тенӗ хыпар сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, хӗрӗн аллинче укҫа пуррине кур-сан, ирӗксӗрех халӑх хушшине сарӑлнӑ сӑмаха ӗненсе, ҫилли авӑкланчӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавна пула ун ҫинчен Науҫҫипех чап сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрте самаях ӑшӑ сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Патшалӑх влаҫӗ чи вӑйлӑ сарӑлнӑ тапхӑр Каште хыҫҫӑн патшана ларнӑ Пианха вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ, Пианха 20 ҫул тултарнӑ тӗле пӗтӗм Египета ҫӗнсе илнӗ, ҫапла май XXV династине пуҫласа янӑ.

Власть царства достигла наивысшей точки во время правления Пианхи, наследовавшего Каште, который завоевал весь Египет к 20-летнему возрасту, и положил начало XXV династии.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Утравра вӑхӑта ирттермелли спорт тӗсӗсенчен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ — ҫуран туризм.

Одним из главных развлечений на острове является пеший туризм,

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Мадейрӑра ӑшаланӑ бананлӑ эшпада анлӑ сарӑлнӑ.

На Мадейре очень популярна эшпада с жареными бананами.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тӑлӑх арӑм хирӗҫ тӑни, ҫурхи шыв сарӑлнӑ пек, ҫыранран тухса кайнӑ, пӗр ялтан пӗтӗм районӗпе сарӑлнӑ, Атӑл леш енне, ытти, аякри ҫӗрсене вӗҫсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата «кӗпер» ӑсталарӗҫ, вилнӗ тӑван ҫурхи сарӑлнӑ шывсем урлӑ каҫса ҫӳреме пултартӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Музейра Иранӑн исламчченхи (сартӑш саманинчи) тапхӑрӑн экспоначӗсене вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех ҫӗршыв территорийӗнче ислам тӗнӗ сарӑлнӑ хыҫҫӑнхи экспонатсемпе те паллашма май пур.

В музее представлены экспонаты доисламского (зороастрийского) Ирана, также представлены экспонаты и после распространения ислама на территории этой страны.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Ҫуркунне, шыв акӑш-макӑш сарӑлнӑ вӑхӑтра, йывӑҫсем хӑйсем те чӗркуҫҫи таран тенӗ пек шывра лараҫҫӗ, вӑрӑм вуллисем ҫилпе силлене-силлене тем ҫыраҫҫӗ шывра.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Енчен те хӗр каччӑ умӗнче чарӑнса тӑнӑ е унпа юнашар тӑрса кӑшт утнӑ-тӑк, пӗр-ик сӑмах перкелешнӗ-тӗк, ҫийӗнчех ялта, вӑрман ҫийӗн тӗтӗм сарӑлнӑ пек, пӗринчен тепри вӑйлӑрах сас-хура сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех