Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӗтесрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2. Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3. ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4. питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5. манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6. йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7. тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх тӗнченӗн малтанхи ашшӗне, пӗртен-пӗр пултарнӑ этеме, упранӑ, ӑна пӗтесрен ҫӑлса хӑварнӑ: 2. вӑл ӑна мӗн пуррине пуҫ пулмашкӑн вӑй-хӑват панӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.