Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑсма (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ман приказа пӑсма мӗнле путсӗр хӑйнӑ вара? — тарӑхнӑ пек хыттӑн кӑшкӑрчӗ Пую.

— Какой это негодяй осмеливается нарушать мой приказ? — закричал Пую.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паллах ӗнтӗ, конспирацие пӑсма юрамасть.

Нет, конечно, конспирация — это непреложный закон.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Этем кӑмӑлне пӑсма нумай кирлӗ мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн.

В исковом заявлении комбинат из Йошкар-Олы попросил Вурнарский прекратить нарушение своих прав, за нарушение которых было запрошено 5 миллонов рублей.

Вӑрнарти тата Мари Элти аш-какай комбиначӗсем кӑлпассишӗн тавлашма пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34082.html

Анчах инструкцие пӑсма юрамасть пирӗн!

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Час-часах колхозсенче пулмалла, киле ҫӗрле тин таврӑнатӑн, апат пӗҫерсе параканӗ кирлӗ, унсӑрӑн сывлӑхна пӑсма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫав кӗлмӗҫ ӗҫе пӑсма пултарӗ тесе кам шухӑшланӑ?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ҫакна астутаратӑп: аслӑ патшан саккунӗсене пӑсма шутлӑкансене тӳрех Ҫӗпӗрӗ ӑсатӑп!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑшӗсем асӑрханмаллине ӑнланмаҫҫӗ пулсан, теприсем пӗлсен те чарӑва юриех пӑсма хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Атте мӗн хушнине пӑсма пултараймастӑп, — терӗ те Сергей, пахчаналла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑрана пӑсма юрамасть: советсем ҫӑрана ҫӗмӗрсе кӗмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхнине ыттисем ҫине ан кӑларӑр, мӗншӗн тесен ку сирӗн хутшӑнӑва пӑсма пултарӗ.

Не стоит распыляться на окружающих, так как это может повлечь ухудшение ваших взаимоотношений.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Интернетра ҫамрӑксене кӗтекен хӑрушлӑха виҫӗ тӗп тӗсе уйӑрма пулать: - Сайтсенчи япӑх витӗмлӗ информаци, шухӑш-кӑмӑл: экстремизма, саккуна пӑснине, тискерлӗхе пропагандӑлани; обществӑри нормӑсемпе правилӑсене пӑсма хистени.

Куҫарса пулӑш

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Чӳк вӑл — таса ӗҫ, турӑ ӗҫӗ, унта йӗркене пӑсма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Итлес пулать ӗнтӗ, ваттисен йӑлине пӑсма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак эс мана, Урасмет, паҫӑр пухӑва пӑсма килнӗ терӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теней пичче, пӑхсах паллӑ, пухӑва пӑсма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн пӑсма шутларӑн-ха эсӗ паянхи пухӑва?

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сана кун йӗркине пӑсма никам та ирӗк памасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пуп картишне ҫӗнӗ тӑрантас пырса кӗнине курмассерен хӗрелсе-шурса каять вӑл, хӑтисене пӑсма хӑтланса ҫӳрет, анчах ытла тарӑхнипе, кӗвӗҫнипе, намӑсланса пӗтнипе, шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть.

Стоит въехать в поповские ворота очередному тарантасу, как Ивук меняется в лице, а то начинает всяко поносить сватов и жениха! Но из-за ревности и злости толком не может выговорить ничего путного, а лишь моргает подслеповатыми глазками.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех