Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑртакран сăмах пирĕн базăра пур.
пӑртакран (тĕпĕ: пӑртакран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑртакран Ухтиванран чылай ҫӳлте, хӑвасем хушшинче, Савтепи курӑнчӗ.

И вдруг в густых, довольно высоких зарослях ивняка, пониже от того места, где вошел в воду Ухтиван, он увидел Савдеби.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран пӑхать — вӑл ҫӗре ларнӑ.

Только что ходил — и вот очнулся на полу.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран хашкана ернӗ Салакайӑк каялла таврӑнать, пукан ҫине йӑванать.

Через некоторое время в избу вваливается запыхавшийся поп, обессилено падает на стул.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Микки каять те пӑртакран каллех пӗччен таврӑнать.

Микки уходит и спустя немного времени возвращается снова.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран ӳсӗрӗлсе ним пӗлмиех пулса ҫитнӗ ӑcтаҫа Шахрун пахчана хӗвел питне тухса пӑрахрӗ.

…А когда мастер уже был без чувств, Шахрун отволок его в огород, на солнцепек.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран Яка Илле патне старастӑпа Чӑлах Эрнюк пырса кӗчӗҫ.

Спустя немного, в избу к Илле вошли староста и Сухорукий Эрнюк.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ку укҫине киремете пар», — тепӗр хут аса илтерчӗ Яка Илле пӑртакран.

— Так ты эти деньги киреметю подай, — еще раз напомнил Щеголь старику.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран шур чӑх алӑк урати ҫине сиксе хӑпарать.

Осмелев, курица вспархивает на порог.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран пуҫне шур тутӑр ҫыхнӑ Чӗкеҫ инке те пӗчӗк ачине ҫавӑтса упӑшки хыҫҫӑн килет.

А спустя немного появилась и его жена Чегесь, ведя за руку полутора-двухлетнего мальчонку.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртакран тин вал кӗскен: «Пӗлместӗп», — тет.

Когда Ухтиван спросил еще раз, она коротко бросила: — Не знаю…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗлместӗп, — терӗ вӑл пӑртакран пуҫне хуйхӑллӑн усса, — тен, эсӗ чӑн та нимӗн те асӑрхамастӑн пулӗ…

— Я вот чего в толк не возьму, — сказал он спустя некоторое время с грустью в голосе, — неужели ты вправду ничего не видишь?..

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сывалнӑ хӗрарӑм вара пӑртакран аннелӗх туйӑмӗпе туллин киленет.

Куҫарса пулӑш

Ачапа пӗрле анне ҫуралать // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

Тепӗр ҫур сехетрен вунсакӑр ҫынран тӑракан милици отрячӗ Йӗпреҫрен чугун ҫул хӗррипе хӗвеланӑҫнелле тухса вӗҫтерчӗ, пӑртакран ял хӗрринченех пуҫланакан вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сехетсене хам пырса параймастӑп, вӑрмана килсе илччӗр терӗ, — пӗлтерчӗ Сӑпани пӑртакран.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, ӑнланмалла мар, — терӗ Телегин пӑртакран.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тек калаҫмарӗ, витене кайса, шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗ, пӑртакран унтан лаша ҫавӑтса кӑларчӗ, ӑна лупасайӗнчи тӑрантаса кӳлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӑртакран ҫеҫ унӑн вилӗ ӳчӗ ҫул ҫине ӳксе юлчӗ.

Но вскоре его безжизненное тело вывалилось на дорогу.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Паллах, ку ула шӑтӑкӗнчен пӑртакран Шупашкара тухса вӗҫтерес темесессӗн ху? — йӗкӗт ытамӗнче телейлӗн йӑшӑлтатса илчӗ Христина, пуҫне чалӑштарса Андрее питӗнчен чеен тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара-а… — тӑстарарах ячӗ вара вӑл пӑртакран тытӑнчӑклӑрах сассипе.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тухрӗ те пӑртакран шывран…

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех