Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушанса (тĕпĕ: пушан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫинче ялта ҫавнашкал урам хушши пушанса юлать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Магазинсем пушанса юлчӗҫ, хуҫалӑхра чи кирлӗ таварсем ҫитми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав вӑхӑтрах Миххана хирӗҫ кайма та хӑранипе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайса, темиҫе минут хушшинче хуралҫӑсен пӳрчӗ йӑлтах пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗссипе вара, полици сотрудникӗсем мероприяти тӑршшӗпех – тӗп площадь пушанса юличченех – обществӑлла йӗркелӗх хуралӗнче сыхӑ тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх та ҫӳллӗ шайра // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10874-kh ... -ll-shajra

Тепӗр ҫур сехетрен тин чиркӳ пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, халӗ вӑл пуш-пушӑ пушанса юлчӗ, ӑна сасартӑках кичем сӑн ҫапрӗ, кунтан темле чи илемлӗ япалана тустарса кайнӑ пек пулса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей пӳрчӗ йӑлтах пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗре йӑлт пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей вилнӗ хыҫҫӑн мунча пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех мӑрса хӑйӗн пушанса юлнӑ пӳртне кӳршӗри ватӑсене тата чи паллӑ юмӑҫа Аниккее чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул ҫинчи ялсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пачах пушанса юлнӑскерсем, чирлисемпе тулса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кремльти ҫуртсем, ун картишӗнчи мӗн пур пек хуралтӑсем аслӑ княҫпа воеводӑсем тухса кайсан та пушанса юлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урам тӑваткӑлӗ тӗттӗм пулсан тин пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр эрне ӗнтӗ эпӗ пальтон ҫӳлти пӗр тӳми пушанса кайнине куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Ӑш-чик темӗнле пушанса, салхуланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Халӑх пуҫтарӑнса пӗтрӗ пулас, вӑрман пушанса юлчӗ.

Больше не появился никто: люди, видимо, собрались все, лес затих, опустел.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫне пӗр-ик сехетре пӗтерме палӑртнӑ Янтул пӳрте тӗттӗм пуласпа тин пушанса кӗчӗ.

Яндул наметил справиться с задуманным делом за пару часов, но провозился до самого темна.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паҫӑр пушанса юлнӑ пек курӑнакан ял хушшинче тӗркӗшӳ тапраннӑ.

Деревня, казавшаяся только что вымершей, вмиг ожила, задвигалась.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫур сехетрен хуп ӑшӗнчен Лӗхтинккан хура пуҫӗ, унтан аттисем курӑнаҫҫӗ, Малтанах кашни ҫапмассерен сике-сике ӳкекен хуп лӑпӑшах пушанса каять.

Через полчаса расправы с одного конца из лубка показалась черная голова Лехтинки, с другого — сапоги.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Параканӑн алли нихҫан та пушанса юлмасть, ӑна ун вырӑнне ҫӳлти турӑ виҫӗ хут ытларах парать».

Ведь как в писании-то сказано: не оскудеет рука дающего, бог тебе трижды за это возвер-нет…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех