Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнсан (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫмесӗр-ҫимесӗр пурӑнсан перекетленӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Услам ҫинчен кӑна шутласа пурӑнсан

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Вӑл юбилее чӗрӗк ӗмӗр пурӑнсан ирттереҫҫӗ, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Тата пӗр-икӗ ҫул пурӑнсан шӑпах вӑхӑтлӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурӑнсан курӑпӑр! — терӗ те Ваҫухха, урлӑ сак хӑмине уҫса, пире ним уямасӑр сакайне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ пур сире, айвансене, хальхи пурнӑҫа аса илччӗр, малашне мӗнле пурӑнсан мӗнле пулассине туйччӑр тесе, юри ҫав кӗлмӗҫсене хам пата илсе каҫрӑм, юри хӑна турӑм.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чипер пурӑнсан ярлӑкне тавӑрса параҫҫӗ пулӗ тетӗп-ха, — шахвӑртасшӑн пулчӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах таҫта пурӑнсан та чун вырӑнта мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫын таҫта пурӑнсан та хӑйне валли тус-юлташ шырать, мар-и. Эпӗ те шыракаларӑм Раменскинче.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр-ик кун пурӑнсан ним мар тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни ӗненсе тӑчӗ: чипер пурӑнсан, пӗр-пӗрне пӑрахмасан аптрамӗҫ-ха вӗсем.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата пӑртак пурӑнсан тӳсӗмӗ пӗтрӗ Тукайӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑн элчӳ Мускавра ман пек тертленсе пурӑнсан мӗн калӑттӑн эс, Юсуф князь?

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисене инкек кӑтартакан тискер ҫын пурӑнсан е вӑрӑ ял пулсан чӑвашсем ялан ҫапла тӑваҫҫӗ — унта хура юпа лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялта пурӑнсан выҫса вилес ҫуккине питӗ лайӑх пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Уйӑх ҫурӑ пурӑнсан та пӗтес ҫук!..

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Э, ку мана икӗ ӗмӗр пурӑнсан та пӑрахас ҫук, килте ман шанчӑклӑ-ха тет те вӑл кӑсӑкраххисем, кӑткӑсраххисем ҫине пӑхма тытӑнать.

Или же возгордится, мол, раз он так предан мне, значит, никогда не оставит меня, хоть проживи я два века.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хулара пурӑнсан чӑвашусене эс ытларах усӑ кӳретӗн, ухмах, терӗ.

Мол, живя в городе, ты больше пользы принесешь тем же чувашам, глупый мальчишка.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ман чул пурӑнсан эс манран та ытларах пӗлӗн-ха.

— Проживешь с мое — и ты будешь много знать.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех