Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуртӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пуртӑ (тĕпĕ: пуртӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтерук сулса янӑ пуртӑ ун пуҫӗ урлӑ шӑхӑрса каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асран кайнӑ хӗрарӑм аллинчи пуртӑ уншӑн эсрел ҫавинчен те хӑрушӑрах курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атте аллинче — пуртӑ, мӑшӑрӑм аллинче — пӗр вӑрӑмах мар патак.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

«Хаваспах пулӑшӑттӑм та сире, — тет вӑл. — урасем халсӑр — утаймаҫҫӗ, алӑсем вӑйсӑр — пуртӑ ҫӗклеймеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Ҫав маттур арҫыннӑн хӗҫ пек ҫивӗч пуртӑ, ӑста алӑ пулнӑ, — калавне малалла тӑсрӗ старик.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Шакканӑ-шакканӑ та — пуртӑ та пулайман.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

— Халь кунран сухапуҫ тимӗрӗ пулаймасть ӗнтӗ, пуртӑ тӑвас, — шутланӑ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Пуртӑ сасси, мотор кӗрлевӗпе хутшӑнса, вӑрман кӗввине вӑйлатать, пуянлатать, аякка-аякка саланса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Дружба» кӗрлевӗ ҫумне пуртӑ начлатнӑ сасӑ хушӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ мӑкӑртата-мӑкӑртата аллине пуртӑ тытать, касса ӳкернӗ йывӑҫ патнелле кӑвакал пек пӑркаланса утать.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шыҫмак сӑмсуна пуртӑ анне ан чик, Хӗлимун, — уҫӑ сасӑпа янратрӗ Улька. — атту ҫӗрӗк турат тесе касса вӑркӑнтарӑп.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шикленсе ӳкнӗ Раман пуртӑ тытса тӑракан Тамара патне хашкаса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халех, эп пуртӑ илем, милӗк касмаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Влаҫа пуртӑ аврипе хуҫаймӑн, вӑй вӗт вӑл, — вӑйсӑрлӑхне туйса йынӑшса ячӗ Ванюш.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗрсем ҫеҫ ҫуралаҫҫӗ пулсан шутласа кӑларма пултаракан ял ҫыннисем пӗрлешекенсен вырӑнӗ айне пуртӑ пытарса хума сӗнеҫҫӗ, ҫамрӑксен ывӑл «чутласа» кӑларма май пултӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле сиксе илчӗ, чарӑнчӗ, ҫурӑм урлӑ такам пуртӑ тӳртӗшӗпе ҫапнӑ пек, урисем итлеме пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каш кашларӗ, ах, хура вӑрман, Вӑрманҫӑсем пуртӑ кӑларсан.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Пуртӑ каснӑ тӗлтен темле симӗс сӗткен юхать, патне пыма ҫук шӑршӑ тухать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Аллинчи пуртӑ хӑех тухса ӳкрӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫын хай аллине пуртӑ тытса вӑрмана парӑнтарса пынӑ.

Человек наступал на лес с топором в руках.

Хутӑш вӑрмансен зони мӗнле улшӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех