Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли — хресчен пӳрчӗ пек кӑна: плита ҫинчи мискӑсенчен пӑс тухнипе сывлӑш пӑчӑланнӑ — мунчари пекех туйӑнать тултан кӗрекенсене.
«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
«Ҫывӑрнӑскер, пулӑ пички ҫинчен тимӗр плита ҫине ӳкрӗ-ҫке» — текелесе макӑрчӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл пуҫне тӗлӗнмеллерех тытать, — ӑна хускатни мӑйне ыраттарать тейӗн; чулпа ҫапса сусӑрлатнине саплаштармашкӑн вилнӗскер панӑ вунӑ фунта хӗр хӗрӳллӗн тав туса аса илет, халӗ те ав плита ҫине хир чечек ҫыххине хучӗ.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Инвесторсем аш-какай комбиначӗ, йывӑҫ сӳсӗнчен плита хатӗрлекен, тырӑ авӑртса тӗрлӗ продукци кӑларакан тата ытти производство уҫасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 1 пин ытла ӗҫ вырӑнӗлӗх экономика зони уҫасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31961.html
Хӑвӑрт ҫеҫ ирхи апат лартрӗ плита ҫине, ачасене вӑратма кӗчӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Халӗ те вӗри-ха вӑл, плита ҫинче икӗ чукун курӑнчӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ӑнланатӑр-и эсир: апат сӗтел ҫинче, кухньӑра плита хутнӑ!
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗҫех Гораций килчӗ, тин кӑна плита хутса янине хыпарларӗ, ҫавна пула эрех сӗнчӗ, анчах эпӗ кофе кӗтес терӗм те эрех вырӑнне ҫур стакан сивӗ пуншпа ҫырлахрӑм, — вӑл ман ҫумра яланах — ҫул ҫинче те, килте те.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Паян та вӗри, пӑчӑ — хӗрнӗ плита ҫийӗнчи сывлӑш евӗр.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗтӗм сирӗлсен Гент ҫыр тӗпнелле тӗмсӗлчӗ: ту хысакӗнчен чул ҫӳлти пайӗпе хӑйпӑнса тӳннӗ, аял пайӗпе тытӑнса тӑрать; халӗ аванах асӑрхаятӑн: ку — хулӑн плита йышӗнчен.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл мана ятлать, ҫав самантрах тачка ураллӑ хӗр ача васканипе шуҫлак плита ҫине карҫинкки-мӗнӗпе тӑсӑлса ӳкрӗ те — миндаль хумӗ манӑн урасем патнех кусса килчӗ; ҫав вӑхӑтрах виҫҫӗн, капмар пулла сӗтӗрсе кӗрекенскерсем, мана пӗр еннелле, повара тепӗр еннелле тӗртсе хӑварчӗҫ, миндаль ҫийӗн пулӑ хӳрипе сухаласа иртрӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл пӳртре никам та пурӑнман, кантӑкӗсене кӑларса кайнӑ, плита ҫинчи хуранне те илсе кайнӑ.Избушка была заброшена, стекла выставлены, даже котел из плиты был выломан.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӗрре, Синюгин купца масар ҫине хӑйӗн асламӑш тӑпри патне пырсан асӑнмалӑх лартнӑ чул плита ҫинче кайӑксене илӗртме кантӑр вӑррисем сапса хунине тата кантӑра каркаласа янисене курсан, Тимкӑна ашшӗнчен хытах лекнӗччӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ӑна валли уйӑрнӑ камера аялти хутра хапхана хирӗҫ, унӑн чӳречи шӑпах картишне сарнӑ плита шайӗнче.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Халӗ вара сӑнарлӑн шухӑшласам: ҫакӑ пӗтӗмпех пӗр тусан пӗрчисӗр кӗмӗл савӑт-сапапа йӑлтӑртатать, чӳрече каррисем шап-шурӑ, тап-таса, витӗр курӑнаҫҫӗ, чечексем вӑрмантинчен кая мар; урайне ҫап-ҫутӑ сӑтӑрса ҫутатнӑ; эсӗ ларакан плита, — халӗ ӑна масар палӑкӗ тейӗн, — ҫулӑмпа хӗрелсе ӑршаланнӑ, кастрюльте сиксе-чашкӑрса вӗрекен яшка техӗмлӗн пӑсланать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Анчах унӑн шӑлӗ чӑннипех те ыратать, — пӗчӗкҫӗ, салху хӗрт-сурт вут-ҫулӑм мӗнне тахҫанах маннӑ сивӗ плита умӗнче ларать.Но это так, это быль, — маленький, грустный домовой сидел у холодной плиты, давно забывшей огонь.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Сӑран шӑлаварӗ витӗр ӳтне хӑйӑр чӑтмалла мар ҫунтарать, тӳпе вара пуҫӗ ҫине вӗри плита пӑрахать те пӑрахать, ӳкмессеренех хӑлхинче хӑватлӑ гонг янӑрать; ҫав шӗвеке ӗҫнӗрен ҫунакан пуҫ миминче курӑнми пружинӑсем ҫаврӑнма, бухтӑн симӗс-кӑвак тӗсӗнче тата хӑйӑр ҫинче хӗлхем кӗлтисем сиккелеме пуҫларӗҫ; тинӗсӗн инҫет горизончӗ Пэд пекех ӳсӗр — сулланать, вӑл туртӑна-туртӑна куҫни-хускални капмар тӳпе янахӗн хӑлаҫланӑвӗ евӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хайхи хӗр икӗ хут килчӗ; шыв ӑсма пӗрре, плита валли турпас пухма тепре.Означенная особа приходила два раза: за водой раз, за щепками для плиты два.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Грэй Везувий евӗр кӗрлесе вӗрекен пысӑк кастрюль ӑшне тӗсемелӗхех ӳссе ҫитеймен-ха, ҫапах ӑна ыттисенчен ытларах хисеплет; икӗ тарҫӑ кастрюле куҫарнине вӑл ҫав хатӗр хумханса пӑхса тӑрать; ҫавӑн чухне плита ҫине тӗтӗмлӗ кӑпӑк чӳхенсе тӑкӑнать, пӗтӗм кухня хумлӑн-хумлӑн чашлатса хӑпаракан пӑспа тулса ларать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Эмиль хупӑлчана плита ҫинче вӗрилентернӗ вӑхӑтра ашшӗ тӗлӗрсе кайнӑ пулнӑ иккен.А всё произошло оттого, что папа Эмиля задремал, пока Эмиль грел крышку на плите.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.