Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

плащ сăмах пирĕн базăра пур.
плащ (тĕпĕ: плащ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Григорий плащ ҫухине ҫӗкленӗ те, кӑшт кӑна пӗкӗрӗлнӗ те, куҫӗсемпе йӗпе тротуар ҫине тӗллесе урампа ерипен кӑна утнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Плащ аркине кӑштӑртаттарса васкавлӑн утакан ҫын умне Герасим Федотович хӑюллӑн тухса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шкула васкаканскер, калаҫса тӑмарӗ, симӗс плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек вӑркӑштарса ҫул еннелле талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхискер арҫын сӑмах хушасса кӗтмерӗ, плащ аркине саркалантарса пушӑ пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ассӑн сывласа плащ кӗсйинчен пирус туртса кӑларчӗ, ҫӑвара хыпас-и, хыпас мар-и тесе ӑна пӳрнисем хушшинче пӗтӗркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Плащ тӑхӑннӑ, пуҫӗнче – хӑмӑр карттус, аллинче — хура сумка.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ман шухӑш-туйӑма Глафира витӗрех ӑнланчӗ пулмалла — нумаях калаҫса тӑмарӗ: «Ах, эп ҫакнашкал йывӑр хушлӑха ҫакланнӑшӑн хӑвӑр та айӑплӑ мар-и? Мӗншӗн ҫавӑн чух эсир мана Сардимировпа вӑрмана пӗрлӗхен ҫиме ятӑр-ши?» — тесе йӗрсе ячӗ те плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек варкӑштарса вӑрман карти ҫумӗпе ял еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Плащ кӗсйинчен вӑл хаҫатпа чӗркенӗ темле япала туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна плащ кӗсйине чиксе юман ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӑрланса хытнӑ плащ мар Изамбаев ҫинче — хура костюм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юлашкинчен мел тупрӗ Изамбаев: плащ тӳмисене вӗҫертсе унӑн аркипе хӗрарӑма картларӗ те, шӑрпӑк чӑл! ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫил шӑхӑрать тата шӑнса пӑрланнӑ плащ арки тӑнкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Плащ кӗсйинчен Изамбаев виҫӗ пӗремӗк кӑларчӗ те пӗрне хӗрарӑма пачӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Кӑштах канӑпӑр, — плащ кӗсйинчен пирус кӑларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пит-куҫне плащ ҫухипе хӳтӗленӗ Изамбаев пуҫне чиксе утать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Плащ аркине вӑйлӑ ҫил татса илесле тӑрмалать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Эрехне шӑлавар кӗсйине, пӗремӗкне плащ кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Турилкке ҫинчи виҫӗ чӗлӗ ҫӑкӑр куҫ тӗлне пулсан вӗсене Изамбаев хаҫат татӑкӗпе чӗркесе плащ кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Изамбаев ҫӑмламас хӑмӑр ҫӗлӗкне тӑхӑнса плащ тӳмисене тӳмелерӗ те ҫӗр грамм пӑрӑҫ эрехне ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Кунта лар, мучи! — аллипе кӑчӑк туртрӗ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑк арҫын.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех