Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

наука сăмах пирĕн базăра пур.
наука (тĕпĕ: наука) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫланӑ шайра кашни ҫул республикӑри шкулсенче вӗренекенсене апатлантарассине лайӑхлатас, хальхи формӑсемпе методсене пахалӑхлӑ тата шайлашуллӑ апатпа тивӗҫтерес тӗллевпе, шкулти столовӑйсен ӗҫ опытне сарма ПР Вӗренӳ тата наука министерстви «Чи лайӑх шкул столовӑйӗ» конкурс ирттерет.

Куҫарса пулӑш

"Чи лайӑх шкул столовӑйӗ" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... -y-3794844

Ҫирӗклӗри ял клубӗнче «Азбука-буквӑ мар, йӑпану тата наука» программа иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене славян азбукипе, вырӑс алфавичӗн историйӗпе паллаштарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3786898

Кунти пӗтӗм ӗҫе наука хушнӑ пек йӗркелеҫҫӗ, ҫӗр улмие шӑваракан лаптӑксенче ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta

Кунти пӗтӗм ӗҫе наука хушнӑ пек йӗркелеҫҫӗ, ҫӗр улмие шӑваракан лаптӑксенче ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%b0cce/

Шӑпах ҫак кун Аслӑ шкулсен хушшинчи кампусра Ӗпхӳри наука тата технологисен университетӗнче (ӖНТУ) «СПАРКС» спорта программӑламалли тата киберспорт центрне уҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗпхӳри Аслӑ шкулсем хушшинчи кампусра ӖНТУн «СПАРКС» спорта программӑламалли тата киберспорт центрӗ пулӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/news/sport/2024-05-17 ... ul-3771976

Астӑвӑр: ҫав вӑхӑтра пирӗн техника та, пӗлӳ те, культура та, наука та вӑйлӑн аталанса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑн пекех Раҫҫей лидерӗ патшалӑх, медицина пӗрлӗхӗ тата наука центрӗсем, ҫав шутра ют ҫӗршыв ӗҫтешӗсемпе, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессе шанать.

Также российский лидер надеется на продолжение сотрудничества государства, медицинского сообщества и крупнейших научных центров, в том числе с зарубежными коллегами.

Путин Раҫҫей ученӑйӗсемпе хамӑр ҫӗршыври медицина аталанӑвне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... vn-3644669

Мероприятине хутшӑннӑ хӑнасем тӗрлӗ куравсемпе паллашнӑ, наука ӗҫченӗсен ҫӗнӗлӗхӗсене пысӑка хурса хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Импорта улӑштарас ӗҫре те наука аталанӑвӗ пысӑк витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Пирӗн республика иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх промышленноҫ производствине ӳстерес енӗпе ҫӗршыври регионсем хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнинче, наука ӗҫченӗсен тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Наука сферинче лайӑх кӑтартусем тунине эпир пурсӑмӑр та курсах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Ҫӗршывӑмӑра аталантарассинче шӑпах та, наука пысӑк витӗм кӳни куҫ кӗретех тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Калаҫӑва малалла тӑснӑ май, наука вӑл яланах шырав пулнине палӑртса, ҫӗршывӑн пуласлӑхри шанчӑклӑ юхӑмӗн никӗс тесе хакласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Наука ӗҫне тӗрлӗ сферӑра аталантарма ӑнтӑлакан ҫамрӑксен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

С каждым годом растет число молодых людей, которые хотят заниматься научной деятельностью в различных сферах.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Наука вӑй-хӑвачӗн тӗп пайне республикӑри малта пыракан аслӑ шкулсем йӗркелеҫҫӗ, унта хальхи вӑхӑтри центрсемпе лабораторисем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем пирӗн ӑсчахсемпе предприяти-ӗҫтешсем стратегилле пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсем енӗпе пӗрле туса хатӗрлекен проектсене пурнӑҫлама май параҫҫӗ.

Основная часть научного потенциала сосредоточена в ведущих вузах республики, где действуют современные центры и лаборатории, позволяющие реализовывать совместные проекты наших ученых с предприятиями-партнерами по стратегически важным направлениям.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Хисеплӗ ӑсчахсемпе наука ӗҫченӗсем, преподавательсемпе аспирантсем тата студентсем!

Уважаемые ученые, научные работники, преподаватели, аспиранты и студенты!

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тирпейлекен производствӑсем, наука тӗпчевӗсемпе ӗҫлекен бизнес паян ансатлатнӑ йӗркепе тӳлекен налукӑн пӗчӗклетнӗ виҫипе усӑ курать — ҫак ҫӑмӑллӑх вӑхӑчӗ вӗҫленет.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Наука ӗҫӗ пекех вӑл.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ вӗрентнӗ ачасем хушшинче наука докторӗсемпе кандидатсем, аспирантсем пур, ҫавӑн пекех аслӑ шкула каймасӑр ҫӗршывшӑн усӑллӑ тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем те чылаййӑн.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех