Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшкӑлласа (тĕпĕ: мӑшкӑлла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫнӑ чухне кӑна мар — калаҫасса вӑл яланах тенӗ пек ҫӗтӗлсе те чӗрре кӗрсе, ҫынтан мӑшкӑлласа калаҫать, — апат ҫинӗ вӑхӑтра та, шухӑша кайса урамалла пӑхнӑ самантсенче те пичӗ ҫинчен хаяр сӑн каймасть, ҫаплах чунӗ тулашни, вӗчӗрхенни сисӗнсе тӑрать.

не только в разговоре или во взгляде глубоко посаженных острых глаз, но и в резких и частых движениях:

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӑл ҫаплине ҫапла та-ха, мӑшкӑлласа пӗтересрен хӑратӑп эпӗ.

— Так-то оно так, только боюсь, как бы не надсмеялись над нами.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантур йыттисем ак ҫак хӗре вӑрманта мӑшкӑлласа вӗлерчӗҫ, — турӑ ирӗкӗ!

Конторские псы надругались над этой девушкой — тоже по божьей воле?

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл мӑшкӑлласа та юптарса, хайласа та майласа калаҫма тытӑнсан пӗтӗм халӑх кулать.

Говорит он больше шутками да прибаутками, а коль найдет на него веселый стих, тут уж держи, народ, животы — того и гляди полопаются от смеха.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп сана парӑп чипер ҫынсене мӑшкӑлласа ҫӳреме.

Я тебе покажу, как над порядочными людьми надсмехаться!

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килӗре пырса сӗтелӗре ватса хӑварать, ял хушшинче мӑшкӑлласа ҫӳрет, эсӗ пур…»

Пришел, вишь ли, развалил стол, по деревне вас славит, а ты…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашкинчен тата Михапар мӑшкӑлласа хӑварчӗ!

А напоследок еще Мигабар насмехнулся, одного бросил в поле!

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӳршӗ ачи-пӑчи пырсан вӑл вӗсене хӑвала-хавала кӑларать е мӑн ҫынран мӑшкӑлланӑ пек мӑшкӑлласа кулать.

Придут соседские ребятишки — он тут же их выгонит, а то начнет насмехаться как над взрослыми.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Никамран та мар, хӑйӗнчен мӑшкӑлласа ҫырнӑ пулсан та, Карачӑм вӗсене кула-кулах вуларӗ, унтан, ҫийӗнчех ҫурса тӑкса, татӑк-кӗсӗкӗсене йӗри-тавра сапаласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусан княҫӗсем килсе мӑшкӑлласа хӑвараҫҫӗ ӑна, нухай мӑрсисем кӑнтӑр кунӗнче ҫаратса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине карчӑк мӑшкӑлласа хыттӑн шутласа тӑчӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… вун иккӗ, вун виҫҫӗ, ҫирӗм пиллӗк, ҫирӗм улттӑ… йӗри-тавра учӳк хаваслӑхӗпе ӳсӗрӗлсе кайнӑ халӑх кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тухса каяс умӗн Урасмет — ӳсӗрпе-и, урӑллах-и — кил хуҫинчен мӑшкӑлласа пӑхрӗ: ҫынсен умӗнчех ӑна Элентей валли ҫураҫма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ун пек ҫырусене йӗркеллӗ ҫырмалла, Шигалей Шейх Аулиярович, мӑшкӑлласа мар, — ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ ӑна Бельский.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑ касӑлни пуҫ касӑлни мар, — тесе мӑшкӑлласа кулкаларӗҫ нукерсем.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Пилӗк ывӑлтан пӗрне мана турӑ мӑшкӑлласа панӑ пулӗ», — тетчӗ ашшӗ, ытти ывӑлӗсем кӗрнеклӗ те ӑслӑ пулнипе савӑнса.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫук, памастчӗ, ҫавӑн пекех мӑшкӑлласа кӑларса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет Чапкун сӑмахӗсене, ун сӑнне, вӑл унран мӑшкӑлласа кулнине часрах манса каясшӑн пулчӗ, анчах ниепле те манаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс ҫавна халӗ те пӗлместӗн-и? — куҫкӗретӗн мӑшкӑлласа каларӗ Чапкун.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн, хӗрне туртса илчӗҫ-им Юмансар каччисем? — ҫав-ҫавах мӑшкӑлласа калаҫрӗ хаким.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ҫитнӗ чухне Урасмет амӑшӗ картишӗнче тин пуснӑ хур тӗкне тататчӗ, ҫавӑнпа алманчӑ тапкӑпа та ҫупкӑпа илсе килнӗ Эрнепирен пӳртре татах та нумай мӑшкӑлласа кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех