Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юбилярӑн 14 мӑнукпа 28 кӗҫӗн мӑнукӗ пур.

Куҫарса пулӑш

90-мӗш ҫуркуннине кӗтсе илчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-ktse-ilc

Хальхи вӑхӑтра аслашшӗ-кукашшӗне 6 мӑнук тата 2 кӗҫӗн мӑнук савӑнтарса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Кӗркури тетен кӗҫӗн хӗрӗ Елизавета, Канашри педучилищӗрен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 36 ҫул ӗнтӗ пӗр вырӑнта — Ҫӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш класри ачасене пӗлӳпе воспитани панӑ ҫӗрте вӑй хурать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn

Викулов Павел Иванович, гварди кӗҫӗн лейтенанчӗ;

Гвардии младший лейтенант Викулов Павел Иванович

Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%89%D0%B8

Боженко Александр Гаврилович, кӗҫӗн лейтенант;

Младший лейтенант Боженко Александр Гаврилович

Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%89%D0%B8

1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Сарӑтура 2-мӗш бронетанк училищине йӗркеленӗ, кӗҫӗн шайри командирсен йышне училищӗрен илнӗ.

В сентябре 1938 года училище послужило основным поставщиком младшего комсостава для только основанного 2-го Саратовского бронетанкового училища.

Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%89%D0%B8

Паянхи кун Зинаида Васильевнан 16 мӑнук тата 20 кӗҫӗн мӑнук пур.

Куҫарса пулӑш

11 ҫултанпах ӗҫре // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... tanpax-cre

Пӗтӗмӗшле илсен Лазарь Васильевичӑн йӑхне паянхи кун тӗлне 11 мӑнукӗ, 27 кӗҫӗн мӑнукӗ, 30 мӑн мӑнукӗ, пурӗ — 68 ҫын малалла тӑсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast

Паян тӑван ялӗнче Геройӑн мӑнукӗ, хастар общество деятелӗ, волонтер Ирина Ярзуткина, Хурӑнвар-Шӑхаль ялӗнче — Лариса Угарова, Кӗҫӗн Упире — Светлана, Галина, Людмила тата Татьяна хуласенче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑрусен вӑчӑри татӑлмасть // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -tatalmast

Ун вӑхӑтӗнче Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗ ҫинчи гидротехника сооруженийӗ ҫывӑхне тата юханшыв ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн кашни яваплӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%82%d0%b ... %bb%d3%91/

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче электромонтаж ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, строительсем объекта шалтан та, тултан та илем кӗртес тесе вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑна тухса паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%b2%d1%8 ... %bd%d3%91/

Икӗ кӗҫӗн мӑнукӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Владимир Сергеев 1997 ҫулта Патти ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кӗҫӗн классенче тӑван ялти шкулта вӗреннӗ, 5-9 классенче Чупай шкулӗнче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 «Г» кадет класне В.П.Сергеев аслӑ лейтенант ятне пачӗҫ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12007-5-g-ka ... tne-pach-c

Каярах вӗренӳ вӑхӑтне 9 ҫулччен кӗскетнӗ; Мария Фёдоровна императрица шутланӑ тӑрӑх, «кун пек нумай вӑхӑт иртсен ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен килӗсене таврӑнма тӑрӑшмаҫҫӗ», ҫапла вара 1797 ҫулта чи кӗҫӗн ҫулхи ӳсӗмрисене вӗрентессине пӗтернӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн вӗренекенсем виҫӗ ӳсӗме пайланнӑ: «сенкер», «сӑрӑ» тата «шурӑ» (асли); «мещен уйрӑмне» 10 ҫултанпа йышӑнма тытӑннӑ.

Позже срок обучения был сокращён до 9 лет; императрица Мария Фёдоровна считала, что «дети в продолжение такого долгого времени до того отвыкают от родителей, что, по окончании курса, возвращаются домой с отвращением» и в 1797 году был ликвидирован самый младший возраст; теперь воспитанницы разделялись на три возраста: «голубой», «серый» и «белый» (старший); в «мещанское отделение» стали принимать с 10 лет.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Институт вӗренекенӗсене пурне те учреждени ятарласа уйӑрнӑ тӗслӗ формӑпа тивӗҫтернӗ: кӗҫӗн ӳсӗмрисене — кофе тӗсли, иккӗмӗшсене — тӗттӗм кӑвакки, виҫҫӗмӗшсене — сенкерри тата аслӑ ӳсӗмрисене — шурри.

Всем воспитанницам института учреждение выдавало форму определённого цвета: в младшем возрасте — кофейного, во втором — темно-синего, в третьем — голубого и в старшем возрасте — белого.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

«Малалла ку ӗҫе унӑн мӑшӑрӗ – Раиса Ефимовна Пугачева йӗркелесе пынӑ. Ку тытӑмра вӑл пӗтӗмпе 27 ҫул ӗҫленӗ. Библиотека ӗҫне юратни унӑн кӗҫӗн йӑмӑкне – манӑн аннене Валентина Ефимовнӑна куҫнӑ», - йӑл кулӑпа каласа парать тӗп библиотекарь сӑмах ҫывӑх ҫынни ҫине ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Пуринчен те кӗҫӗн Урине уйрӑмах ларма-тӑма пӗлмесӗр тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

Вӗсем пурте Тетейрен чылай кӗҫӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Амӑшӗ чи кӗҫӗн ывӑлӗпе Ямаспа пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ун патне чи кӗҫӗн шӑллӗ ҫывхарчӗ те хаярланса кайсах каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех