Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗскетме (тĕпĕ: кӗскет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ хыҫҫӑн Машӑна лавҫӑ тытма 80 пус кӗмӗл укҫа параҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӑватӑ ҫӗре ҫитмелле тухса каять, пур ҫӗрте те унӑн Лопухов запискине кӑтартмалла, — господа, манӑн пушӑ вӑхӑт пур, эпӗ сире курма хавас; вара пӑртак вӑхӑт иртсен, хӑрушӑ Рахметов килсе кӗрет, ун хыҫҫӑн майӗпен ҫамрӑксем пӗр ушкӑн пухӑнса ҫитеҫҫӗ те… вара ӑслӑ калаҫу пуҫланса каять, унта кашнинех тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ, пулма пултарнӑ тӗрлӗрен тӗрес мар ӗҫсемшӗн ыттисем пурте тенӗ пекех ятлаҫҫӗ, хӑшӗсем тата, хавхаланса тавлашассинчен пӑрӑнса, Вера Павловнӑна каҫа мӗнле те пулин кӗскетме пулӑшаҫҫӗ, вара вӑл чылай ларнӑ хыҫҫӑн Маша ӑҫта кайса ҫухалнине, упӑшки епле ырӑ пулнине ӑнланса илет.

А после обеда Маше дается восемьдесят копеек серебром на извозчика, потому что она отправляется в целых четыре места, везде показать записку от Лопухова, что, дескать, свободен я, господа, и рад вас видеть; и через несколько времени является ужасный Рахметов, а за ним постепенно набирается целая ватага молодежи, и начинается ожесточенная ученая беседа с непомерными изобличениями каждого чуть не всеми остальными во всех возможных неконсеквентностях, а некоторые изменники возвышенному прению помогают Вере Павловне кое-как убить вечер, и в половине вечера она догадывается, куда пропадала Маша, какой он добрый!

XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ…» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Вӗсене те манпа чухне выртма хавасрах, мана та вӗсем патӗнче ҫӗр кӗскетме кӑмӑллӑ.

И им со мной веселей будет лежать, и мне возле них коротать ночи приятственней.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӑна ҫак тискер ӗҫе тума вӗрентнине хам курнӑ, анчах эпӗ ун чухне вӑл ӑна мана тапӑнма, ман пурнӑҫа кӗскетме вӗрентет тесе пачах та шутламан.

Сам видал, как он его этой зверской науке выучивал, только я тогда вовсе не думал, что он его супротив меня наставляет и научает жизню мне укорачивать.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Геннадий Айхипе инҫе ҫула кӗскетме тӳр килнӗччӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Сестра постне» йӗркелени черете кӗскетме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех