Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗл сăмах пирĕн базăра пур.
кӗл (тĕпĕ: кӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшки вилнине пӗлсен, юр ҫине персе аннӑ, куҫ умӗнчех ҫӳҫӗ кӗл пек кӑвакарса кайнӑ Ултутти инке ячӗпе…»

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ятӗнче театр икӗ хутчен кӗл ӑшӗнчен феникс евӗр ҫӗкленнине палӑртнӑ — пӗрремӗш хутӗнче пушарӗ хыҫҫӑн, иккӗмӗш хутӗнче судра тавлашусем иртнӗ хыҫҫӑн.

В названии отражено то обстоятельство, что театр дважды подымался как феникс из пепла — первый раз после пожара 1774 года и второй после судебных баталий.

Ла Фениче // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0_% ... 1%87%D0%B5

Тикӗт пек хура ҫӳҫлӗччӗ эпӗ, сухал та хураччӗ, халь авӑ вӗсем кӗл тӗслӗ пулса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пир тӗртекенсем пурччӗ, анчах кӗпе-йӗмлӗх тӗртмен — ура тӑлилӗх, алшӑллилӗх ҫеҫ юр ҫине шуратма саркаласа хуратчӗҫ кӗл таррипе ухса ҫунӑ пир тӑрӑхӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялсене тӗппипе ҫунтарать, кӗл тӑвать, кунталла тарса ҫӑлӑнас тенисене, ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе, бомбӑсемпе пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Этем — выльӑх мар ҫав, — сӳннӗ пирусне ҫаврака кӗл савӑчӗ ҫумне сӑтӑркаласа ларчӗ Потапов.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Инҫете-инҫете вӗҫеҫҫӗ шухӑшсем, кӑвайт ҫийӗнчен тӗтӗмпе пӗрле сӳнсе ҫитмен вӗри кӗл йӑлтӑртатса ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ пек вӗҫеҫҫӗ, тӳпенелле ҫӗкленеҫҫӗ те таҫта ҫитсе сӳнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗмӗр чӗлӗм туртнӑран пулас, пичӗсем кӗл тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Атте-анне пире унталла та кунталла яма тӑрӑшмастчӗ, анчах эпир ҫуркунне ҫырма ҫамкисем типсен «пугачпа» пеме, кӗл айӗнче ҫӗр улми пӗҫерме кайкаласа килеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пантее вӑйран янӑ, ураран ӳкернӗ, ҫынлӑхран кӑларас патне ҫитернӗ хут мӑрьерен кӗл те хӑрӑм пулса вӗҫсе тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хирте пучахсем пуҫтарнӑ, килтен киле ҫӳресе чӑх-чӗп каяшӗсене, кӗл пухнӑ, вӗсене хирсене сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Питӗ кӗл турӑм ҫав саншӑн.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мучи кӗл тума хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл Антонпа тата Михха мучипе пӗрле кӗл тунӑ чухне ҫӗртен хӑй тӗллӗнех хӑвӑрт ӳсекен курӑк пама ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ вӗсем кӗл туса пӗтерчӗҫ пулас та тем калаҫса пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл ҫамрӑксене сывлӑх ыйтса кӗл тӑвать, нумай пурӑнччӗр тет.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ватти те кӗл тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ, акӑ, ҫӗр чавас умӗн, кирек мӗн калӑр та, кӗл тӑватӑп, ҫӗртен ӑна хускатма хӑйнӑшӑн каҫару ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тепӗр кунне вара приказ илчӗҫ: вӗсен пурин те, командир ертсе пынипе, тыла ҫӗнӗ самолетсем илме каймалла, мӗншӗн тесен нимӗнпе вӗҫмелли те юлмарӗ ӗнтӗ: Завьяловпа унӑн тусӗсем ҫапӑҫнӑ ЛАГсен ишӗлчӗкӗсем ҫӗр ҫийӗн сапаланса выртрӗҫ, кӗл вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗри кӗл ҫинче утса ҫӳренӗ пек туйрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех