Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗввине (тĕпĕ: кӗвӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл эпӗ нӑйкӑштаракан чӗлӗхӗн кӗввине итлесе ларчӗ-ларчӗ те ҫапла сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Икӗ кӗслепе сӗрме купӑс хаваслӑ ташӑ-юрӑ кӗввине ырми-канми шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хветут арӑмӗ ҫамрӑк чухнехине аса илчӗ пулмалла, икӗ аллипе те пилӗкӗнчен тытрӗ, купӑс кӗввине итлемесӗрех пӗрре чӗрне вӗҫҫӗн, тепре ура тупанӗ ҫине тӑрса шукалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пире хирӗҫех юлан утлӑ казах хӑйсен кӗввине сӑмса витӗр ӗнӗрлесе килет.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

«Марш» кӗввине шӑратакан оркестр та, ӑсатакансем те (вӗсем хушшинче генерал формине тӑхӑннӑ Евгений Сергеевич та пурччӗ) хыҫа тӑрса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сӑмахӗсене пӗлмест вӑл, вырӑс, ҫапах та кӗввине пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Пӗркун Наҫтик апай пӗр ҫӗр килсе выртрӗ те, ҫавӑ калать, халӗ те унти кӗслеҫӗне ҫынсем Тавлинкка кӗввине кала, ҫавӑ аван, тесе калаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манса кайман-и эс ун кӗввине?

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Купӑсҫӑ чӑваш ташши кӗввине пуҫласа ячӗ, вара ҫынсем пӗчченшерӗн те, мӑшӑрӑн та ташлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ халь те Карачӑм чи малтан «Михала кӗввине» каласа ячӗ, унтан, Михала килес ҫуккине пӗлсе, урӑх кӗвӗ пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Весенчен кӑшт юларах пыракан Ятман вӑрманта уяв чухнехи пек кӑмӑл туса хунӑ хуткупӑс кӗввине савӑнса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уҫӑ кантӑкран оркестр Огинскин «Полонез» кӗввине калани илтӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем шавлӑ оркестр «музыканчӗсем» иккен: пӗрисем расческа ҫумне пирус хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ та вӗре-вӗре Моцартӑн «Туркӑсен маршӗ» кӗввине шӑрантараҫҫӗ, теприсем тута купӑсӗпе е шӑхличӗпе шӑхӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун хыҫҫӑн Парашин парса хӑварнӑ квартетри пӗрремӗш скрипка кӗввине калама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеевпа Городецкая ӑна пысӑк туйӑмпа итлесе ларчӗҫ — пӗри сӗрме купӑс кӗввине тимлерӗ, тепри — фортепиано партине.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗввине пурте пекех пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа чылайӑшӗ пупсем хыҫҫӑн ӗнӗрсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӗнерпуҫӗнчи ҫӗне ҫул каҫне аса илсе, ун умӗнчен вӑл темиҫе хутчен те вальс кӗввине юрла-юрла иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лешӗ, пӗлнӗ пекех, «Березка» вальс кӗввине янраттара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, купӑс кӗввине килӗштерсе юрӑ юрлать:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк пюпитр ҫинче выртнӑ нотӑсем умне тӑрса, нумай пулмасть музыка училищинче каласа панӑ Пуньяни-Крейслерӑн «Прелюдипе аллегро» ятлӑ кӗввине ҫӗкленӳллӗн шӑрантарма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех