Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкарса (тĕпĕ: кӑкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ӑнсӑртран сыхланса юлнӑ лупас айӗнче халӗ те кӑкарса хунӑ хӗсӗр качака тӑрать пулӗ…

Здесь должны были бродить меж бурьянами одна-две курицы, шелудивый щенок. Может быть, под сохранившимся случайно навесом тут и по сию пору стояла привязанная яловая коза…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лисука, шыраса тупсан, ашшӗ ӑна урхалӑхпа хӗнерӗ, турта ҫумне кӑкарса Анаткаса ӑсатӑпӑр тесе хӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ял ҫывӑхӗнче икӗ трактор ӗҫлеҫҫӗ: вӗсем виҫшер сӳре кӑкарса янӑ та тулӑ калчине апат панӑ хыҫҫӑн сӳрелеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унта талккӑшӗпех кӑвайт хунӑ та тӗтӗмне йывӑҫсем ҫумнех кӑкарса хунӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Анчах ӑна ҫак самантра такам ферма заведующийӗ ҫумне сӑнчӑрпах кӑкарса лартнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Анчах Микула алӑк ҫумӗнчен хӑпайманнипе: — Сана, мӗн, алӑкран кӑкарса тӑратнӑ-им? Е малалла иртме хӑратӑн-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗпер ҫумне ҫыпҫӑнса, паромне кӑкарса лартма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна — Макҫӑмпа Ҫтаппан кӗпер анине пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑрантас ҫинчен вун ултӑ-вун ҫичӗ ҫулхи йӗкӗт сиксе анчӗ, лашине хапха юпи ҫумӗнчи ункӑран кӑкарса, Сахар патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав лаша хӳринчен кӑкарса, ял тӑрӑх намӑслантарса ҫӳрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унран икӗ лаша кӑкарса яраҫҫӗ те, чӑпӑрккапа хӑваласа чуптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлан утсем вырӑссенчен юлнӑ утсене кӑкарса каялла таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑвӑр икшер лаша нлнисӗр пуҫне ман валли суйласа хунӑ ӑйӑра та кӑкарса кайӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей мӑйран йывӑр аманнӑ, пуҫне те ҫӗклеймест, ҫапах хӑй хаваслӑ: вӑл Атӑл хӗрринчен хуҫасӑр тӑрса юлнӑ пӗр ҫӳрен ута кӑкарса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурала юлнӑ темиҫе стрелеца касса вакланӑ Япанча ҫыннисем, темиҫе лашана кӑкарса хӑйсемпе илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тытасчӗ те уринчен кӑкарса лартасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вӑл лашине пирӗн карта ҫумӗнчи ҫерем ҫине кӑкарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте тӑванӗ лаша кӳлсе килчӗ, ӑна урама хапха юпинчен кӑкарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр ҫын витерен йӗнерлӗ пысӑк хура лаша ҫавӑтса тухрӗ, ӑна, валак кӗперӗ урлӑ каҫарса, йӑмра айне кӑкарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Юрӗ, ыран кайӑп, эппин, — килӗшрӗ пичче, тӑварнӑ лашана лупас айне кӑкарса.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир иртсе кайнӑ чух Иван пичче лашине пирӗн карта ҫумне кӑкарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех