Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫульне (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ахлатсан та, куҫҫульне шыв пек юхтарсан та инкеке сиреймӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ват пек йӳҫӗ куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, ашшӗ кӳрентернине те тӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен-и хӗрӗн куҫҫульне курсан та, ним юплемесӗр сӳсменӗпе аппаланса ларать?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик Анук куҫҫульне курчӗ те хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мишша ниҫта кайса кӗрейменнипе савӑнӑҫ куҫҫульне чараймасть, йӗрсе ярать, хӑйӗн нуши пирки каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Улька ҫумри ҫын калаҫнине шыв сыпнӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлесе ларчӗ, аллинчи тӗрӗллӗ пӗчӗк тутрипе пӑчӑртанса тухакан куҫҫульне темиҫе хут шӑла-шӑла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫуталса шӑрҫаланакан куҫҫульне хуняшшӗн калавне тимлӗ итлесе ларакансем курасран шурӑ тутрипе шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

«Юрӗ! — шутларӗ вӑл ирхи сывлӑм шывӗ пек пӑчӑртанакан куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хушӑран хушӑ куҫҫульне те пӑчӑртаса кӑларать: «Хӑв пуҫна шеллемесен, ачу-пӑчуна шелле хуть, вӗсене тӑлӑха хӑварас тетӗн-им?» — тет.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Ним те пулман, — чышкипе сӑтӑрса типӗтрӗ вӑл куҫҫульне, — чун кӳтсе килнипе чӑтаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арӑм пичӗ ҫинчи куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майор урамрах сыпкӑм хыҫҫӑн сыпкӑм лӑнкӑртаттарма пуҫларӗ, чыхӑнса кайрӗ, куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ, ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗнле пӑхаттирсене туртса илет путсӗр вӑрҫӑ, — юхса аннӑ куҫҫульне шӑлнӑ май пуплерӗ Ермолай.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене килчӗҫ. Паянхи кун телейлӗ тетӗп эпӗ хама — ачасем ырӑ-сывӑ ӳссе ҫитӗнчӗҫ, пурте ҫемьеллӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаҫҫӗ, ачасемпе мӑнуксем килсех ҫӳреҫҫӗ, ырлӑхра пурӑнатпӑр халь», — тет Кӗҫени аппа, савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Куҫҫульне аллипе шӑлса типӗтсе салтӑнмалли пӳлӗме утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чӗн-ха, тархасшӑн, ыратать-и, — куҫҫульне сӑмса тутрипе шӑлнӑ май тархасласа макӑрчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫав хурӑн та — Укахви пекех — йывӑр чухне, сивӗ чухне, чунне хытарса, куҫҫульне пытарать…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пулнӑ-ши ку таврара урӑх кирек те кам пӗр ҫанталӑк кӑмӑлӗшӗнех хӗпӗртесе ӑвӑсӑн кӗсенлӗ вуллине ыталакан, ҫӑкан симӗс саппун пек туратти ҫине пуҫа чиксе, пӗр ахӑлтатса кулакан, тепре куҫҫульне шӑлакан?

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пичӗ тӑрӑх йӑрлатса кусса анакан куҫҫульне шӑлмасӑрах хӗр ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр куҫне уҫмасӑрах сак умӗнчи тусан ҫине куҫҫульне тумлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех