Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курасшӑн (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тин ҫеҫ ҫуралнӑ ывӑлне курасшӑн, уншӑн арӑмне тав тӑвасшӑн вӗткеленет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Темле Вальӑна хӑвӑртрах курасшӑн авӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем государь ырӑ-сыввине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курасшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх ман майлӑ, пӗтӗм халӑх хӑй патшине Питӗрте ларнине курасшӑн!

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр пӑхма кайсассӑн ялан чи малтан мӗнле ҫинине курасшӑн ҫунатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл акатуй пуҫламӑшне курасшӑн пулчӗ пулӗ тесе, хӗр малтанласа чӳлмек ҫӗмӗрекенсем патне кайрӗ, анчах каччӑ унта курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Хура халӑх ҫӗршывшӑн, Ирӗклӗ усӑ курасшӑн, Пӗрле харӑс кар тӑрсан, Пире пӗрмай пулӑшсан — Улпутсене пӗтӗмпех шӑлӑпӑр, Пупсене те хӗрхенсе тӑмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинее курасшӑн Пӗтӗм пухӑ хумханать: Ӑна пурте палласшӑн, Сухатӳне асӑнать.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗмӗл тирки ҫинчи парнине парасшӑн, Патша кӑмӑлне, ырлӑхне курасшӑн, — Хӑй кӑкри умӗнче хаваслӑ ҫӗклесе Пӗр шуралса, хӗрелсе, тепре чӗтресе, Йӑпӑлтатса калаҫрӗ патшапа самайччен Йӗри-тавра пурнан халӑхсем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл кашнинех сӑнаса пӑхрӗ, пире витӗр курасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вичкӗн куҫ пурне те мар — пӗрне ҫеҫ курасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Чармак куҫ пурне те харӑс курасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Пӗрмай саншӑн, сана курасшӑн тӗмсӗлет», — терӗҫ те хӗрӗмпе кӗрӳ…

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ас тӑватӑп, пӗррехинче сана аса илтӗм те чӗрем саншӑн ӑвӑннине, сана курасшӑн тӗмсӗлнине чӑтаймасӑр (хамӑр пӗрлех, пӗр шкултах вӗренетпӗр пулин те!) сана малтан куҫ умне кӑлартӑм, унтан хут ҫине кӑранташпа ӳкертӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе юлташла, тахҫанах пӗр-пӗрне курасшӑн тӗмсӗлсе. тусӑнса пурӑннӑ пек, чунӗсене уҫса, шалтан ытлашши вӑтанмасӑр, хӗсӗрленмесӗр сӑмах ваклакалаҫҫӗ, пӑшӑлтаткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, кучӗ-пуҫӗпех хӑй хуйхи-суйхине путнӑскер, ахаль те «илем» текен ӑнлавран чухӑнскер, ҫакна пачах курмарӗ, курасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Пурис ун нушине ӑша хывма мар, ӑна курасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каччӑ пирӗн ҫӗршыври пин хулара пулса курасшӑн.

У парня имеется желание побывать в тысяче городов нашей страны.

Ставропольти ҫулҫӳревҫе чӑвашла калаҫни килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34461.html

— Тӑхта эс, эпӗ час, — мӑшӑрӗн аллине аяккалла сирчӗ те мучи, халь-халь тӗлӗнтермӗше курасшӑн пулнӑн пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Пулӑсем ҫутатса пӑхакан ҫап-ҫутӑ уйӑха курасшӑн пулнӑн пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ те йӑлт-ялт ҫӳлелле сикеҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ ҫурӑмӗсем уйӑх ҫинче йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех