Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культурине (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ пулӑм чӑваш халӑхӗ хӑйӗн культурине мӗн тери юратнине лайӑх кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас, ҫав пуянлӑхпа ытти халӑх вулаканӗсемпе тӗпчевҫисене паллаштарас тӗллевпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 40 томран тӑракан фольклор пуххине хатӗрлеме тытӑнчӗ — вӑл харӑсах икӗ чӗлхепе тухса пырӗ.

Преследуя цель сохранить и приумножить их интерес к духовной культуре этноса, а также расширить читательскую и исследовательскую аудиторию за счет иноязычных соотечественников, Чувашский государственный институт гуманитарных наук приступил к изданию свода фольклора в 40 томах на двух языках.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

ССР Союзӗнчи халӑхсем пӗр-пӗринпе ҫавнашкал тачӑ та туслӑ ҫыхӑнусем тытни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма, пӗр-пӗрин культурине пуянлатса пыма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑхсем пӗр-пӗрин культурине пуянлатса пырасси социализмлӑ нацисем туслӑн тата тӑванлӑн килӗштерсе пурӑннине палӑртса тӑракан паха енӗсенчен пӗри пулать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫавна май ССР Союзӗнчи халӑхсен культурисен социализмлӑ содержанине аталантарассине тӗп вырӑна хурса, парти вӗсене малалла та пӗр-пӗрне пуянлатма тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшса пырӗ, вӗсен интернационализмлӑ никӗсне ҫирӗплетме, ҫапла майпа коммунизм обществинчи пӗтӗм этемлӗхӗн пулас вӑхӑтри пӗр-пӗтӗм культурине ӳссе йӗркеленме пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Коммунизм тӑвас ӗҫ анлӑн сарӑлни тата коммунизм идеологийӗ ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем туни ССР Союзӗнчи халӑхсен содержанине енчен социализмлӑ, форми енчен нациллӗ культурине пуянлатать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ял культурине майӗпен хула культури шайне ҫитерес, ҫӗнӗ районсенче культурӑна хӑвӑрт аталантарса пырас тесе, ҫӗршыв территорийӗнче культурӑ учрежденийӗсене пӗр пек вырнаҫтарса тухассине пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Революциччен чӑваш халӑхӗ ҫав тери хӗн-хурлӑ та асаплӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ, ун чухне, кӗҫ-вӗҫ вилсе пӗтес патне ҫитнӗскер, вӑл хӑйӗн тӑван культурине аталантарасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑваш литературипе культурине кӑмӑллакансене Денис Гордеевӑн пултарулӑх каҫне чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеев ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртет // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -ka-irtet/

Новодвинск хула округӗн пуҫлӑхӗ те юлман — вӑл та ансамбле Тав хучӗпе тав тунӑ, тӗрлӗ халӑх культурине популяризациленӗшӗн тата упранӑшӑн ырӑ сӑмахпа асӑннӑ.

Не остался в стороне и глава городского округа Новодвинска — он тоже наградил ансамбль Благодарностью и добрым словом высказался за популяризацию и сохранение культуры народов.

«Санар» купӑҫсисем Архангельскра палӑрнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35194.html

Вӑл кунта тӗп агрономра ӗҫленӗ ҫулсенче ҫӗр ӗҫ культурине, тыр-пул тухӑҫне ӳстерес, производствӑра малта пыракан хуҫалӑхсен ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӗпе тата наука ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курас енӗпе пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

2-3-мӗш ӑрурисем чӑваш историйӗпе культурине пӗлме, тӑван чӗлхене вӗренме ӑнтӑлни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Икӗ ен ирттерекен ӗҫ тӗрлӗ халӑх культурине тата унӑн йӑли-йӗркисене аталантарма, наци чӗлхесене упраса хӑварма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

5 енлӗ килӗшӳ 2025-мӗш ҫулччен Чӑваш Енре хӑмла культурине аталантармалли концепципе пӗр килет.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

2023 ҫулта пӗтӗмпе 550,7 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тӗрлӗ ӳсен-тӑран культурине акса хӑварма плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Паллӑ куна уявлама чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарассишӗн тӑрӑшакансем пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Чӑваш чӗлхи культурине малалла ӳстерес тетпӗр пулсан, литература чӗлхи хальхи пурнӑҫ ыйтнине пур енчен те тивӗҫтерме пултартӑр тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫсене пурне те вӑраха ямасӑр пурнӑҫласа пырас пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кунтан вара ҫакӑн пек вывод тухса тӑрать: тӑван чӗлхепе тӑван ҫырулӑха малалла аталантарассишӗн, унӑн культурине ӳстерессишӗн, тӑван чӗлхепе хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтермелле тӑвассишӗн халӑх хушшинче вырӑс чӗлхине сарассишӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӗлхе культурине ӳстермесӗр, ӑна куллен пуянлатса, ҫивӗчлетсе пымасӑр, ҫынна общество пурнӑҫне активлӑн хутшӑнтарасси ҫинчен калаҫмалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫырулӑх туяниччен ҫак чӗлхесем халӑхшӑн кулленхи пурнӑҫра пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр кӑна пулнӑ пулсассӑн, ҫырулӑх тунӑ хыҫҫӑн вӗсем чӑн-чӑн литература чӗлхи, этемлӗхӗн ку чухнехи культурине паллашмалли хатӗр пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех