Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнипе (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫилли килнипе хӳмен пӗр хӑмине пӗтӗм вӑйран лӑскама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫанталӑк ӑмӑр пулнипе, тата каҫ пулса килнипе япаласем япӑх курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чунӗ тӑвӑнса килнипе Кирилл пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗр енчен, тӗнче курас килнипе тепӗр енчен — манӑн ҫемье телейӗ пулманнипе.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пурте вырӑнтан сиксе тӑчӗҫ, Иришка хӗр-тантӑшӗсенчен иккӗш виҫҫӗшӗ ун патнелле ыткӑнса пычӗҫ, шывпа пӗрӗхеҫҫӗ ӑна, тӑна кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чӑнт-чант! тутарчӗ, йытӑ эсӗ, намӑссӑр, питсӗр! тесе кӑшкӑрчӗ, теприсем чунӗ кӳтсе килнипе макӑрма тытӑннӑ Натюка пукан ҫине лартса лӑплантарма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пӗррехинче эп хам, ачашланас килнипе, ун патне пырса пуҫӑма чӗркуҫҫийӗ ҫине хутӑм, анчах вӑл мана пӗррех тапса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пӗррехинче эпӗ — хамӑн шутсӑр выляс килнипе — унӑн хура-хӑмӑр тилӗрен тунӑ ҫухавине йӑлт туласа тӑкрӑм, ним хӑвармарӑм, тепри пулсан мана уншӑн ҫаксах вӗлермелле, анчах Раиса Ивановна чӗн пиҫиххипе ҫурӑм урлӑ ячӗшӗн виҫҫӗ-тӑваттӑ туртса ҫапнипех каҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫарамас хӗр ҫав тери ҫывӑха килнипе ӑнран кайнӑ ача тӑвайккине чупса хӑпарчӗ, сӑрт хӗррипе хирелле ыткӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Курак Мӗтри, хунькассинче пулнӑ пек, халӗ унтан урапа ҫинче силленсе таврӑннӑ пек тӗлӗк тӗлленсе выртаканскер, такам хыттӑнах: «Тӑр, мучи! Ҫитет сана ҫемҫе ҫӗрте кун чухлӗ ҫывӑрса килнипе», — тенине илтсе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кур та пӗҫҫӳне ҫапса тӗлӗн, пуҫна тытса ахлат: пӗрре кайса килнипе ҫырлахмасӑр, тепре тухса шурӗҫ, унтан — виҫҫӗмӗш хут, тӑваттӑмӗш хут.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ҫав кулӑ Таранов чӗрине витӗрех шӑтарчӗ тейӗн — сасартӑк вӑйӗ пӗтсе килнипе тӗпрен каснӑ йывӑҫ пекех сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу килнипе ачасене вӑхӑтра пулӑшу панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

«Васкавлӑ пулӑшу машинисем хӑвӑрт килнипе ачасем сывӑ юлчӗҫ. Тухтӑрсем вӗсене ҫӑлса хӑварчӗҫ. Тавах вӗсене», – палӑртать савӑнӑҫлӑ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Эпӗ хамӑр паталла, тӗрӗсрех — сирӗн пата — пӗр вӑрӑм студент килнипе куртӑм, вара хӑвӑрт ура ҫине тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хӑш-пӗр кӗнекесене кунта питӗ сахал илсе килнипе вӗсене туянмасӑрах юлнисем те пулкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Туртас килнипе асапланакан Герасим Федотович ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр айӗнчи чӑматана хӑяккӑн ӳкерсех ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах ҫакӑ кивҫенпе тирпейсӗр усӑ курнипе мар, инфратытӑм проекчӗсем валли уйӑрнӑ бюджет кредичӗн укҫи, 1,5 миллиард тенкӗ ытла, килнипе сӑлтавланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Илемлӗ произведени, унӑн кашни сыпӑкӗ, кашни пуплевӗпе сӑмахӗ халӑха, партие усӑ патӑр, ӑна ӗҫ ҫыннисем савӑнса вулаччӑр, вуланӑ хыҫҫӑн вӗсен хаваслӑхӗ ҫӗклентӗр, пурӑнас, ӗҫлес килнипе вӗсем малалла туртӑнччӑр, савӑнса юрлаччӑр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Кӑштах тесен… юрать пуль, — терӗ тӑрнаккаййи, ҫывӑрас килнипе хупӑнакан куҫне ал тупанӗпе сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫирӗм ҫынпа вӗсене Атӑл енчи ҫулсене пӑхма, тӑшман килнипе килменнине тӗпчесе пӗлме янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех