Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫиҫми ҫил кӗрхи чалланнӑ вӑрмана урма-сурма туланӑ пек ҫӗмӗрӗлет, ӗрлешет ҫынсен самаях йышлӑ ушкӑнӗ шӗкӗр хулари пӗр тӑватӑ хутлӑ капмар ҫуртра вырнаҫнӑ офисӑн кӗмсӗркке алӑкӗ умӗнче.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тулли, лап уйӑха хура, капмар пӗлӗтсем ҫӑтса янӑ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Аэропортран хулана пире, сывлӑш пассажирӗсене, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ капмар та таса, ҫутӑ та хӑтлӑ («лаши» те юставлӑ, «урапи» те пуставлӑ) автобуспа илсе кайрӗҫ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Шупка кӗрен хӗвелӗ те, ураланнӑскер, икӗ хӑлхаллӑскер, анӑҫалла ҫул картнӑскер, сайран-сайран «ача вӑййи» те вылять: час-часах капмар, ҫӑмламас юр пӗлӗчӗсем («кӗрӗк арки») хыҫне кӑлтӑркӑлтӑр кусса-кусӑнса пытанкалать, унтан, пӗлӗт уҫҫине йӑрр! юхса тухса, хи-хи-хик пит-куҫлӑн йӑл-ял ҫутӑлса илет те каллех йӑкӑшт йӑмса ҫухалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗвел тӳпенеллех ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, анчах ӑна капмар, ҫӑмламас шупка пӗлӗтсем ҫӑта-ҫӑта илеҫҫӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Вӗсенче ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, капмар ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/
Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнче пытанса ларать, ытти чӑваш ялӗсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле; анчах, тӗсерех пӑхсан, уйрӑмлӑхӗ пурах: ял варринчи пысӑк йывӑҫ чиркӳ, вулӑс кантурӗ, ҫӗрме пуянсемпе пупӑн капмар ҫурчӗсем, икӗ хупах инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Этем йӑтмалла мар капмар муклашкасем.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юнашарах Атӑл хӑйӗн капмар хумӗсене анаталла ывӑтрӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Валентина Эбдиевнӑпа Виталий Герасимович та ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнма икӗ хутлӑ капмар ҫурт хӑпартма вӑй ҫитернӗ.
Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/
Йӑлкӑша пырса кӗрекен умне шкул ҫурчӗ пулнӑ капмар объект тухса тӑрать.
Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html
Унтан Карамыш сӑнарӗ пӗчӗккӗнех тӗтре айне пулчӗ, ҫухалчӗ, пуҫ мими хӑватлӑн ӗҫленӗ май куҫ умне Тукай мӑрсан капмар кӗлетки тухса тӑчӗ.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫак ҫутӑпа вара урмӑшса-тилӗрсе ҫунакан капмар кӑвайтӑн чӗрӗ ҫути кӗрешет; ҫав кӑвайта вӑрман уҫланки варринче, ҫул ҫӳревҫӗрен пӗр хӗрӗх утӑмра чӗртнӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Джесси укҫине вӗсем, хурҫӑ сейфа питӗрсе илнӗскерсем, Фланконӑн капмар лавккинче кӗтсе выртаҫҫӗ.Они ждали денег Джесси в громадном магазине Фланкона, запертые в стальном сейфе.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл хӗрарӑмсене тухма ыйтасшӑнччӗ; унӑн юлашки темиҫе минутне ҫӳллӗ ҫак залра ирттерес килет, — кунти капмар чӳречесем тивӗҫлӗх туйӑмне палӑртса ир илемне сапаласа сараҫҫӗ, унӑн ҫути паркетра сӑнарланать те люстрӑсемпе сӗтел-пукан ҫине йӑлтӑртатса-ҫиҫкӗнсе ӳкет.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шӑрӑхпа, юратупа йывӑрланса тулнӑ чӗрине тӑнласа Детрей Дурбан скверне ҫитрӗ, кунта ҫӳллӗ капмар агавӑсен хушшинче фонтан хаваслӑн сикекен сирпӗнчӗксен юхӑмне хӑвалать.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ сирӗн каютӑна кӗрсе тӑтӑм; унта тирпейсӗрлӗх, ванчӑк савӑт-сапа, урайӗнче сапаланса выртакан ластӑксен хушшинче нӗрсӗр симӗс тӗслӗ капмар нӑрӑсен йӑраланакан ушкӑнне уҫрӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫулран пӑрӑнасран, урӑхла каласан, тӗрӗсрех, ҫула ҫак лабиринтра тӗлӗнмелле аташуллӑ йӳтӗмпе вӑрӑмлатасран шикленсе шкипер катера капмар чул катрамӗсен хушшинчи шыв ҫӗмренне илсе кӗртрӗ; эпир унта ҫӗр ирттертӗмӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эсӗ йӗрсен ансат тасалӑхне куратӑн, ҫак тасалӑх ҫурт йывӑрлӑхне ҫемҫетет; унтан — симӗс черепица, сенкер шыв пек витӗр курӑнакан кантӑклӑ шурӑ стенасем; сарлака ҫак картлашкасем, — вӗсем тӑрӑх ерипен, шухӑша путса капмар вулӑсем патне, сарлака ҫулҫӑллӑ туратсен мӗлкине анаятӑн, унта уҫӑ вырӑнсенче хӗвелпе мӗлке ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарса тухнӑ хӳхӗм-капӑр чечексен клумбисем ҫӳлелле ҫӗкленсе савӑнтараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.