Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капланса (тĕпĕ: каплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килте пӗччен чухне ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса килнине курсанах килтӗ ашшӗ-амӑшӗ вӗрентнӗ пек хӑвӑрт юшкана, алӑка тачӑрах хупса лартатчӗ, чӳрече каррисене каратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Капланса килнӗ шухӑшне пусарса, Раман малалла чупрӗ, часах пушар сӳнтерекенсен пӗр ушкӑнне ҫитсе хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑтса тӑрайми кӳренӳрен куҫҫӳлӗсем капланса юхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь вара, куҫӗсем иккӗшӗ те япӑх кураҫҫӗ пулин те, ҫылӑхлӑ ҫӗр ҫийӗн ҫӗнӗ вӑрҫӑ хура пӗлӗт пек капланса тӑнине курать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Днепр шывӗ плотинӑпа капланса сарлака тимӗр трубасем тӑрӑх электростанци турбинисем ҫинелле кайма тытӑннӑ.

Уперся Днепр в плотину и пошел в широкие железные трубы, где были установлены турбины электрической станции.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пӑрсем мӗн чухлӗ нумайрах капланса тӑраҫҫӗ, пирӗн патӑмӑрта ҫавӑн чухлӗ сивӗрех пулать.

Чем больше скапливается льдов в Ледовитом океане, тем холоднее становится у нас.

Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тинӗсе хупласа тӑракан пӑр хирӗсем капланса пырса пӗр-пӗрне хӗснӗ.

Покрывающие море ледяные поля напирают друг на друга.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Час-часах пӑрсем капланса килсе парохода пит хӗссе лартнӑ та, вара вӑл пӑрсем хӗснине малалла шунӑ.

Часто льды напирают на пароход так сильно, что он движется под их напором.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӑш чухне тата шурлӑх кӳлӗрен пулмасть, нӳрӗк ҫӗрте шыв капланса тӑракан вырӑнта пулать, унта вара торф мӑкӗ ӳсет.

Иногда болото образуется не на озере, а просто в сыром месте, где застаивается вода, и появляется торфяной мох.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ывӑнни ӑҫтан капланса килнине те пӗлмерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ман пуҫа темле ухмахла шухӑшсем капланса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пыра тем капланса ларать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучипе кӗтӳ ачи калаҫнӑ май, Якур пуҫне тӗрлӗ шухӑшсем капланса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫуркунне ялта мӗнпур ӗҫсем капланса, ҫӑмхаланса килеҫҫӗ те, вӗсем ҫинчен йӗркеллӗ, тӗпӗ-йӗрпе каласа пама никамӑн та вӑй-хал ҫитес ҫук.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑшри туйӑмсем сасартӑк пурте пӗрле капланса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ара, ун чухне патша куланайӗ, тӗрлӗ хырҫи-марҫи кӗрхи ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех капланса килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кирилӑн ҫилли капланса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анчах вӗсен пуҫӗ ҫине капланса килнӗ хура пӗлӗтсем шуса иртнӗ курӑнать, ним те пулман вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Атьӑр пӗрре паян тӑватӑ ҫул хушши капланса пынӑ, тумлам кӑлармасӑр чӑтнӑ мӗнпур хура куҫҫулӗ ӑшран тасатар!

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак кун тӑватӑ ҫул хушшинче чӗрене капланса тулнӑ тарӑху-ҫилӗ витӗр, тертпе хурлӑх витӗр пысӑк савӑнӑҫ хӗвелӗ пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех