Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫмарӗ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ҫӗр Эльгеев хӑй ывӑлӗпе пӗр сӑмах та калаҫмарӗ: ирхи тӑнпуҫ — каҫхинчен тараватлӑрах терӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл урӑх калаҫмарӗ, манӑн кӑмӑлӑм вара тата хытӑрах пӑсӑлчӗ, мӗнлерех тарасси пирки шухӑшлама пуҫларӑм.

Он не говорил больше, а мне стало еще хуже, и я стал думать, как убежать.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шофер Давенантпа урӑх калаҫмарӗ, Давенант ҫакӑншӑн савӑнать, мӗншӗн тесен вӑл халӗ тӗтрелӗхре: унта — хӑйӗн вӑраха пыман лайӑх иртнӗлӗхӗн юлашки саманчӗсем, вӑл автомобильпе пынӑ май йӳҫеккӗн киленни, ҫула чӑрмавсӑр вӗҫлесси…

Шофер больше не разговаривал с Давенантом, чему Давенант был рад, так как хотел без помехи отдаться горькому удовольствию пробега к последнему моменту своего недолгого хорошего прошлого.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пегги ҫанӑ ӗренки пирки Мелипе урӑх калаҫмарӗ.

Пегги больше не разговаривала с Мели о покрое рукава.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Ҫак сӑмахсем Мӗтрие ҫырлахтарчӗҫ курӑнать, вӑл, чӑнах та, тек ӗҫ пирки те, ытти пирки те калаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин унпа урӑх калаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тек калаҫмарӗ, витене кайса, шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗ, пӑртакран унтан лаша ҫавӑтса кӑларчӗ, ӑна лупасайӗнчи тӑрантаса кӳлме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аня кун ҫинчен никампа та калаҫмарӗ — вӑрттӑн хуйхине чӗри тӗпнех пытарчӗ.

Аня ни с кем не говорила об этом — свою горесть скрыла на дне сердца.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ракета патне ҫитиччен профессор урӑх калаҫмарӗ.

Профессор откладывает разговор до возвращения в ракету.

Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Кунта нимех те тӗлӗнмелли пулман, мӗншӗн тесен капитан питех кӑмӑллӑн калаҫмарӗ.

В этом не было ничего удивительного, потому что капитан разговаривал не слишком любезно.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл манпала текех калаҫмарӗ, тен, хӑй нумай та пулмасть тӳррӗн каласа кӑтартнине манчӗ пулас, анчах хӑй начарланса ҫитнӗ пулин те тата кӑра ҫилӗлӗ, хаярланса пычӗ.

Он больше не заговаривал со мной и, по-видимому, позабыл о своей недавней откровенности, но стал еще вспыльчивее, еще раздражительнее, несмотря на всю свою слабость.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Алексей Михайлович пӗрех уҫӑмлӑн калаҫмарӗ.

Но Алексей Михайлович опять не принял боя.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тоня вара, урӑх калаҫмарӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ те асаннене аллинчен турта пуҫларӗ.

А Тоня не стала больше говорить и стала очень красная. И потянула бабушку за руку.

Тоня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пичче аннепе урӑх калаҫмарӗ, мана анчах: — Ну, Алексей, хытӑрах тытса пыр, — терӗ.

И больше дядя с мамой не говорил, а только мне говорил: — Ну, Алексей, держись крепче.

Эпӗ кӗтмел тупрӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Оперов мана нимӗн те каламарӗ, ҫавӑн хыҫҫӑнхи лекцисенче вара мана хӑй малтан сывлӑх сунма пӑрахрӗ, аллине хӑма таткилле тӑсса пами пулчӗ, калаҫмарӗ, эпӗ хам вырӑна ларнӑ вӑхӑтра вӑл, пуҫне пӑрса хурса тата кӗҫ-вӗҫ тетрачӗ ҫумне перӗнес пек пӗксе, ун ҫине тинкерсе пӑханҫи турӗ.

Оперов ничего не сказал мне, но на следующих лекциях не здоровался со мной первый, не подавал своей дощечки, не разговаривал, и когда я садился на место, то он, бочком пригнув голову на палец от тетрадей, делал, как будто вглядывался в них.

XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Варенька ним те калаҫмарӗ.

Варенька ничего не говорила.

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр вӑхӑтра, ҫӑварни эрнинче, Нехлюдов пирӗн пата кунне темиҫе хут кӗрсе тухсан та, тӗрлӗ йӑпанусене парӑннипе, манпа пӗртте калаҫмарӗ, ҫакӑ мана хытӑ кӳрентерчӗ, вӑл мана каллех мӑнкӑмӑллӑ та лайӑх мар ҫын пек курӑнма пуҫларӗ.

Как-то раз, во время масленицы, Нехлюдов был так занят разными удовольствиями, что хотя несколько раз на день заезжал к нам, но ни разу не поговорил со мной, и меня это так оскорбило, что снова он мне показался гордым и неприятным человеком.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пирӗн ҫывӑха сӑрӑ Überrock тӑхӑннӑ палламан господин ларчӗ, кофе ӗҫрӗ, чӗлӗм туртрӗ, пирӗнпе нимӗн те калаҫмарӗ.

Подле нас сидел незнакомый господин в сером Überrock, пил кофе, курил трубочку и ничего не говорил с нами.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пире ун патне кӗртмерӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл эрнипех тӑнсӑр выртрӗ, нимӗнле эмел те ӗҫмерӗ, никампа та калаҫмарӗ, ҫывӑрмарӗ, нимӗн те ҫимерӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем те вилсе каясран шикленчӗҫ.

Нас не пускали к ней, потому что она целую неделю была в беспамятстве, доктора боялись за ее жизнь, тем более что она не только не хотела принимать никакого лекарства, но ни с кем не говорила, не спала и не принимала никакой пищи.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

(Дутлов ҫинчен нимӗн те калаҫмарӗ ӗнтӗ вӑл)

(Он уже ничего не сказал о Дутлове.)

I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех