Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламарӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах кам пирки пынине асламӑшне каламарӗ пулин те ватӑ ҫын хӑех чухларӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӑшал мӗн тума кирлӗ пулнине ҫавӑн хыҫҫӑн темӗнччен пӗлесшӗн пулчӗҫ килтисем, анчах Кирилл каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ним те шантарса каламарӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Поросенков хӑйӗнчен тӑрӑхланине сисрӗ, анчах начальнике хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, шӑрт пек уссийӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт хускаткаласа илчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫакӑн пек шухӑшсемпе таврӑнчӗ больницӑран вунтӑххӑра ярса пуснӑ хӗр; анчах килтисене вӑл ним те уҫса каламарӗ — йӑмӑкне те, амӑшне те.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Вӑхӑчӗ ҫапла та, — терӗ Укахви, вара урӑх ним те каламарӗ, ҫурла тытса тӑваткаллансах кайнӑ пӳрнисене сурса йӗпетрӗ те каллех вырма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Урӑх ним те каламарӗ, никама та ӳпкелемерӗ, хӑйне ҫеҫ вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ав, килнӗренпе тӑватӑ-пилӗк сӑмах каларӗ-и, каламарӗ те-и. Ир тӑрать те тимӗрҫӗ лаҫҫине каять, таврӑнать те килте ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑрҫӑ пӗтичченех киле таврӑнчӗ те салтак арӑмӗ ҫумӗнче ӑшӑ вырӑн тупрӗ тейӗ ял халӑхӗ», — ҫапла тавӑрса каласшӑнччӗ Тимуш, анчах апла каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Канашлура Григориу столовӑйсем ҫитес уйӑх вӗҫӗнче хатӗр пулассипе пулаяс ҫукки ҫинчен хӑйӗн шухӑшне каламарӗ (ун пирки ыйтасса та ыйтмарӗҫ-ха та унран), ҫавӑн пекех вӑл Пруткин бригадине столовӑйсем тунӑ ҫӗре куҫарасси ҫинчен те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла ҫеҫ каларӗ Анюк, шӑппӑн каларӗ, Анюк каламарӗ пуль кӑна тесе те шутлӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку сӑмахсене врач уҫҫӑнах каламарӗ, ҫавӑн пек шухӑш унӑн сӑнӗнче, калаҫӑвӗнче сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ан пӑлхан: сан пирки темех каламарӗ, ытла та ҫамрӑк ку хӗрарӑм терӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов урӑх ним те каламарӗ, хӗрарӑмпа сывпуллашса аптекӑран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗлӗнмеллескер иккен хӑй: сассинчен уйӑрса илейменшӗн кӳренчӗ — ятне-шывне те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Янаслов ним те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫакна вӑл малтан хӑйне хӑй шантарсах та каламарӗ, анчах малтан ҫирӗпленсех ҫитеймен шухӑша сасӑпа каласа яратӑн пулсан, ӑна чӑн каланине хӑш-пӗр чух кайран тин туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл хӑй камне те, ӑҫтан килнине те каламарӗ, анчах профессор тупӑкне йӑтса пыма ирӗк ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Таня ӑна нимӗн те каламарӗ, унӑн кушӑрканӑ тутинчен, питӗнчен кӑна пӗр вӗҫсӗр чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Герасим Федотович урӑх ним те каламарӗ, тусанлӑ ансӑр ҫулпа Сурпай еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех