Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑксен (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хур кайӑксен карти инҫе ҫула тухнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вырӑс турри вара Савантере кунта нимӗнпе те пулӑшма пултараймасть, вӑл вӑрманти пурнӑҫа та, тискер кайӑксен йӑли-йеркине те пӗлмест пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апатланинччӗ йышлӑха пӗрлешсе — ытти кайӑксен эртелне хутшӑнса — ҫӑкӑр чӗре сури тумалӑх, кӑмӑлӗсене карта лартмалӑх пурин валли те ҫитнӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Кра-а-анк? — пӗтӗм кӑкӑрне валт! сиктерсе, ҫӑварне мӗнпур таран карса, кранклатрӗ, ӑшри кӳренӗвне пушатрӗ «кайӑксен патши».

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Сас-чӳ тавраш илтӗнмест (сар кайӑксен те юрласси улӑх ути ҫуличчен ҫеҫ теҫҫӗ те-ха).

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗҫех ун кӗввине юмахри пур ырӑ, илемлӗ сӗлешен кайӑксен пӗрлехи мухтав юрри те ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ сана кӑнтӑртан ҫуллана вӗҫсе килнӗ ҫурхи кайӑксен хушшинче куҫ ытамне илесшӗн пулӑп — кураймӑп…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, кайӑксен юррине ҫырса илесси пулмарӗ Уртем Михалин.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Эх, пуҫланчӗ кӑштахран кайӑксен юрри!

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӑрман тӑрӑх пӗрре савӑнӑҫлӑ, тепре салхуллӑ юрӑ чӗрене ҫӗклентерсе те ыраттарса, кайӑксен ҫепӗҫ юррипе пӗрлешсе таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Василий Петрович ывӑннине пӗлмесӗр чӗпӗсем патӗнчен татӑлмарӗ, ҫӗнӗ условие лекнӗ кайӑксен сывлӑхӗсене тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуркуннехи пек кайӑксен савӑнӑҫлӑ сасси чӗрене ҫӗклентермест ӗнтӗ, унта-кунта кӑвакалсем нарт! нарт! тесе кӑшкӑрнипе кураксем инҫе ҫула хатӗрленме йыхравласа чӗнни кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ыраш пуссипе выртакан мӑн ҫул ҫинче пӗр ҫын та курӑнмасть, кайӑксен илемлӗ сасси те илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кайӑксен сасси ерипен-ерипен лӑпланса пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнпа ялта ирхи кайӑксен юррипе ҫава туптанӑ сасӑ янӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кайӑксен «чӗлхине», паллах, пӗлмест вӑл, анчах кашни кайӑкӑн пурнӑҫӗпе йӑлине пӗлетех.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Ахальрен мар ӗнтӗ ку таврари ҫынсем Палюк мучи пирки сӑмах пуҫарсан: «Палюк мучи вӑл кайӑксен чӗлхине пӗлет», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Утарта // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49 с.

Кайӑксен яланхи температури 42 градус.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Вӑл кайӑксен чир-чӗрне те пӗлет ӗнтӗ, — ӑс пачӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Лев Борисович Лембэ — вӗҫен кайӑксене тытса усраса, кайӑксен пурнӑҫне сӑнаса пӗлекен профессор, орнитолог.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех