Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл йӳле янӑ кӗрӗк пиншакне тӳмелерӗ, аллинчи ҫӑм алсишне алси ӑшне тӑхӑнтартрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Борис халатне йӳле янӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Йӳле янӑ пиншакне ҫил силлени те, хӑй сӗлкӗш ҫинче тӗпленӗ кӑҫатӑпах тӑнине те туймарӗ пулмалла вӑл.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Атте сӑхманне йӳле янӑ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кукаҫи, кукӑртарах ураллӑ лутра старик, шупӑрне йӳле ярса, вучах ҫывӑхне пушӑт питлӗ пукан ҫине ларчӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хура ҫӳҫне йывӑҫ ҫу сӗрнӗ, кӑвак пуставпа тулланӑ хӑнтӑрлӑ кӗрӗкне йӳле янӑ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ярханах вӑл, йӳле пилӗкӗн, ҫурӑмӗ тӑрпа шуралнӑ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑтӑр градуслӑ сивӗре ҫӗтӗк сӑхманне йӳле янӑ вӑл, хутаҫҫине пуҫӗ айне хунӑ.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл чарӑнчӗ, те хваттерне кайма хатӗрленсе, те хӑйне ырӑ мар туйнипе ӗҫлӗ пулнӑ пек кӑтартса йӳле янӑ кӗрӗкӗн аркисене хуплаштарчӗ, хӑй ҫумне хунӑ ҫӗлӗкне аллине тытрӗ.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тухса кайма тытӑннӑ старик ӳсӗркеленине илтсен тин тимӗрҫӗ йӳле янӑ вӑрӑм кӗпи аркине хутлатса каска пуканӗ ҫине кайса ларать.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Общественная запашка» тенисем выҫӑ Мултиере темшӗн хӑй ирхине ҫисе пӑхнӑ шывак ҫӗр улмине е тата, пачах урӑхла, йӳле янӑ тумтире аса илтереҫҫӗ.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӳле пилӗк, ярханах, ҫара уран тӑрса юлнӑ хӗрсем, вун пиллӗкӗн-ҫирӗммӗн, суха пуҫне кӳлӗнеҫҫӗ, ыттисем: «Кай кунтан, усал чир, ҫӗр ҫухрӑм аякка» ҫӗр ҫухрӑм аяла, ҫӗр ҫухрӑм ҫӳле.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мултиер йӳле пилӗкӗн, ярханах.
Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл аялти кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, йӳле пилӗкӗн, ҫара пуҫӑн та ҫара уран.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Хӗртет хӗвел, халӑха хире чӗнет, — тет ӑшӑ кӗрӗк пиншакне йӳле янӑ Назиб.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл ҫийӗнчи чаппанне сирсе пӑрахрӗ те йӳле пилӗкӗнех арӑмӗ патне анчӗ.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аслашшӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старик, пӳртрен йӳле пилӗкӗнех тухнӑ, ҫийӗнчи шурӑ кӗпи чӗркуҫҫи таран усӑнса тӑрать.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗн пулса иртнине кура сиксе чӗтресе, нервсене «йӳле ярса» ҫӗре сиксе антӑм, чи малтанах Фрези Грант статуйи ҫине тинкеретӗп.Весь дрожа от нервного потрясения, я сбежал вниз и прежде всего взглянул на статую Фрези Грант.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗнче тепӗр чухне ачасене ҫапкаланса ҫӳреме кӑларса ярать те — лӳчӗркеннӗ кӗпине те туртса тӳрлетмест, лешсем вара аркине ҫӑварне чикеҫҫӗ, ҫапах та ҫӗкленӳллӗн те шиклӗн капӑрланса тӑраҫҫӗ; ҫакна ӑнкарнисӗр пуҫне манӑн Дэзи тӗлӗшпе тинкерӳлли тата хӗрӳ туйӑмли нимӗн те ҫук; хамӑн кӑмӑл ҫирӗплӗхне, ӑна-тӑна йӳле яни те пулманах.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унта Тоббоганпа Дэзи тӑраҫҫӗ ӗнтӗ: хӗр ҫинче — ҫӗнӗ кисей кӗпепе чӗнтӗрлӗ ылтӑн-сенкер тутӑр, каччӑ тӗксӗм хӗрлӗ галстуклӑ шалпартарах кӑвак костюм тӑхӑннӑ — анчах унӑн сӑн-питне тӳрӗ, кӗре пичӗпе сӑмалаланнӑ парусин кӗпен йӳле янӑ ҫухави килӗштеререх парать.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.