Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йыш сăмах пирĕн базăра пур.
йыш (тĕпĕ: йыш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ял-сала малашлӑхӗ: ҫамрӑксен куҫӗпе» калаҫу уйрӑмах пысӑк йыш пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Йыш шучӗ виҫҫе ҫитиччен хӑйсемшӗн пурӑнса юласшӑн ӗнтӗ ҫемье чӑмӑртанисем.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

— Нумай ларма вӑхӑт ҫук, — сӗннӗ пукана айккинелле куҫарчӗ Никифор Ильич, — паян-ыран йыш хутшӑнмалла, кумне сирӗн пек ырӑ ҫынсене тумасан вара…

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Йыш малашне те пӗчӗкленсен 10 ҫул каялла тутӑхнӑ «Жигулипе» ҫӳренӗ, паян «Джиппа» чупакан предпринимательсем ӗҫсӗр юлмӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Вӗсенче йыш тӗпрен илсен /Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсемсӗр пуҫне/ миграци катӑлӑвӗпе сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Йыш улшӑнӑвне район-хула тӑрӑх тишкерни ҫакна ҫирӗплетет, 2010 ҫулхи ҫырав хыҫҫӑнхи тапхӑрта Шупашкарта - 18,7 пин ҫын /4 процент/, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 0,8 пин /0,6 процент/, Канашра - 0,1 пин /0,3 процент/, Шупашкар районӗнче 0,1 пин /0,1 процент/ нумайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Асӑннӑ ҫухатӑвӑн 23,2 процентне /2649 ҫын/ йыш хӑй еккипе пысӑкланнипе саплаштарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Юлашки ҫичӗ ҫулта йыш ҫуллен вӑтамран 3,5 пин ҫын пӗчӗкленсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Халӗ ҫемьере йыш хушасси пирки шутламалли лайӑх вӑхӑт.

Сейчас удачное время задуматься о пополнении в семье.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йыш ытти ҫулсенчи пек хӑвӑрт пысӑкланаймарӗ, аталанассипе икӗ эрне кая юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Йыш кӑларнӑ ят кирек кам ҫумне те хӑпми ҫыпӑҫать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ халӗ вӑл, тӑвансӑр-хурӑнташсӑр тӑлӑх-турат, ют ҫӗре, палламан-пӗлмен йыш ҫине каять.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ашшӗ-амӑшӗн ахаль те йыш ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Сӗрме кайма йыш ҫитет-и?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Куна вара тӗрӗс шухӑшлатӑр эсир, — кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ вӗсем ҫине Казаков — Эппин, пирӗн йыш ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йыш сахал, ахаль пулсан хӑваламалла та путсӗрсене.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине ушкӑн пысӑкланчӗ: Тутаркассинчен, Шашкартан, ытти ялсенчен ҫӗнӗ йыш хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксен пӗр пайӗ крепоҫе вӑркӑнса кӗрсе кайма та пултаратчӗ-тӗр, анчах йыш сахалтарах пулнӑ пирки вӗсем нумайччен тытӑнса тӑраймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сакӑр ывӑллӑ йыш тытмасан кашнин патне ҫитсе курасси те пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та пӗр йыш пулса кал-кал ӗҫлени туйӑнмасть пек-ха.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех