Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлеме (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшпӗрисем, юмах итлеме юратаканнисем, ашшӗ-амӑшӗсен кивӗ кӗрӗкӗсене пӗркенсе, Хура Ҫимун тавра пуҫтарӑнса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван, вырӑсла ӑстах пулманран, хӑй нумай калаҫмасть, ҫын калаҫнине итлеме, ҫынна сӑнама пӗлет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа ху кӑмӑлна килнӗ пек итлеме пултаратӑн…

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫу ҫинчен каласа панисене эпӗ яланах итлеме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ хушнине итлеме килтӗм, — пӗр сӑмахранах хӑй парӑннине систерчӗ Платун.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Боцмана эпӗ аялта ҫамрӑксем мӗн калаҫнине хурӑн ҫине хӑпарса ларса итлеме сӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ӑна кура авӑ ыттисем те ман калаҫӑва хӑлха тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Улька ҫумне меллӗрех вырнаҫрӑм та вӑл пулас мӑшӑрӗ Улюк салтакран таврӑнса ял пурнӑҫне йышӑнни, хӑйсен юратӑвӗ, пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва йывӑррӑн татса пани, ҫавна пула Урал тӑрӑхне тухса кайма тивни, ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине итлеме тытӑнтӑм…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Юрату юрри итлеме мар, авланас пирки сӑмах хускатсан та, Иван Алексеевич ушкӑнран пӑрӑнса утатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Эпир хӑлхасене тӑратсах итлеме пикентӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Унтан, ҫӑматӑ тӑхӑнса, пӳртрен тухрӗ те вӑрман шавне итлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Амӑшӗ те ӳкӗтлесе пӑхать ывӑлне, лешӗ шутламасть те итлеме.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ-и, урӑххи пулать-и унта, парти сӑмахне вара тимлемех, парторганизацинех, коммунистсенех итлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат ҫиме пӑрахсах итлеме пуҫларӗҫ ҫынсем Иван Капитонович калавне.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле сиксе илчӗ, чарӑнчӗ, ҫурӑм урлӑ такам пуртӑ тӳртӗшӗпе ҫапнӑ пек, урисем итлеме пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗненмерӗ, итлеме пуҫларӗ — нимӗн те илтӗнмест пек.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе кафе чӗрӗ кӗвӗ итлеме сӗнеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗринче джаз юрлаҫҫӗ, тӗслӗхрен, унашкал заведенисен йышне — Peperstraat-ра вырнаҫнӑ «Спигелл» джаз-кафе.

Несколько кафе предлагают послушать живую музыку, некоторые специализируются на джазе, одно из подобных заведений — Джаз-кафе «Спигел» на Peperstraat.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ҫут ҫанталӑка ӑна итлеме пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тата вӑл хӑйне хӗрхентересшӗн хыпӑнса е кӑштах каппайланса калаҫнине итлеме мана мӗн тери кӑмӑллӑччӗ…

Я слушал, как она жаловалась и как хвастала, я прислушивался к ней, даже когда она умолкала.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл пире итлеме тата йывӑрлӑхсене татса пама яланах хатӗр, кашнинех хисеплесе те ӑнлануллӑ пырать.

Она всегда готова выслушать нас и помочь в решении проблем, подходит к каждому с уважением и пониманием.

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех