Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерчӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна шута илсе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тӗп хулара пурӑнакансемпе тӳрӗ эфир ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Йӑлана кӗнӗ тӗл пулӑва «Хыпар» издательство ҫурчӗ ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Ҫавна май Чӑваш Республикин транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫтарнӑ предприятисен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Чӑваш Енре ҫакнашкал пӗрремӗш урока вице-премьер, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Виҫӗ уйӑх каялла Ҫеруш взвочӗ пӗрремӗш хут хурала кайрӗ, ҫавӑн чухне комбат ҫамрӑк салтаксемпе ятарласах калаҫу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Канмалли кунӗсене вӑл Йӗпеварти ашшӗ-амӑшӗ патӗнче мар, Автанкассинчи Христин мӑнаккӑшӗ патӗнчех ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫавах палламастӑр, — тенипех ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӑван чӗлхепе культурӑна малалла аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

«Вӗрентетпӗр чӑвашла» ӑмӑртура чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен 14 учитель хутшӑнчӗ, хӑйӗн предмечӗпе урок чӑвашла ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Ҫавӑн пек тем-тем шухӑшласа ларса вӑхӑт ирттерчӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ хӗрарӑмӗ хитре мӑйӑхлӑ драгун офицерне ҫапа-ҫапа ячӗҫ, лешӗ, йӗрӗннӗн кулам пекки туса, ним сӑмахсӑр хӑйне хӗненине чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӑхӑта телевизор пӑхса мар, ытларах Ваҫҫапа калаҫса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Пассажирсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна шӑлне ҫыртса чӑтса ирттерчӗ, теприсем айлатса илчӗҫ, чӑтӑмсӑррисем, шофера вутӑ турттараканпа танлаштарса, шӑртланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫапла темиҫе кун ют ҫын пек типпӗн калаҫса ирттерчӗ Сима, пӗр каҫхине Тамара чӑтаймарӗ вара:

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Юлашки вӑхӑтра смена нормисене те тултарма пуҫларӗ, паян ак ӑна ытлашшипех ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малтан ӗҫрен хӑвӑртрах тухса тарасшӑн ҫуннӑ Лида юлашки кунсенче темӗнле салху ҫӳрерӗ, юлташӗсемпе те питех калаҫмарӗ, пушӑ вӑхӑтне ытларах кӗнекесемпе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче Ревлен Петрович рабочисемпе пилӗк минутлӑх калаҫу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ним тума пӗлмесӗр, кунӗн-ҫӗрӗн илемлӗ литература кӗнекисене вуласа вӑхӑта ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрӗпех чирлисене йышӑнакан пӳлӗмре ирттерчӗ Лена, амӑшӗшӗн ниҫта кайса кӗрейми ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех