Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарламастчӗ пулмалла та, анчах иртерех ҫитес тесе васкарах хӑваларӑм пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Виҫӗмкун, ав, Маюк иртерех ҫитеймерӗ те «сороковка» ҫип ҫӗррисӗрех тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Иртерех тӑкнипе эрнипех кил патне ҫывхарма ҫук шӑршӑ тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Иртерех выртам та иртерех тӑрса ҫула тухам тесе, Пахом Петрович кӗтӳ кӗрлевӗ шӑпланичченех алкумӗнчи чӑлана кӗчӗ те сак ҫине кӗрӗк пӑрахрӗ, минтер вырӑнне фуфайка хучӗ — йӑванса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тепӗр кун Павӑл, чӑнах та, ӗҫе иртерех вӗҫлерӗ те тӳрех кӗпер ҫине васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Иртерех килтӗн, шӑллӑм, иртерех, — яланах Павӑл куҫӗ тӗлне пулатчӗ те кӑххӑм-кӑххӑм ӳсӗрсе илетчӗ Тимахви тете.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑнтӑрлахи апата пӗлнӗ пекех иртерех таврӑннӑ Павӑл картишне кӗчӗ те крыльца умӗнче лав тӑнине, лав ҫинче арча ларнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Павӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинчен иртерех таврӑнчӗ те амӑшне: «Сӑра ту, анне, ҫитӗ каччӑра ҫӳресе, вӑтӑралла пыратӑп», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ывӑлӗ хӑвӑрт ватӑлса пынӑн туйӑнать ӑна, пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах килменрен ҫамрӑклӑх иртерех иртсе пынӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Заводран иртерех таврӑнтӑм та ҫӳрем-ха вӑхӑт тупӑннӑ чух ял хушшинче, терӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нимене иртерех ҫитрӗ иккен-ха та кускер, дебаркадер вырнаҫтарса лартасса та кӗтмерӗ иккен-ха та, ҫапах ӳпкев пулмӗ уншӑн, маларах килнӗшӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӗрлӗ чире иртерех, сӑмахран, онкологи чирӗсене уйӑрса илме, ҫавӑн пекех тӗрӗс диагнозсем лартма тата тухӑҫлӑ сипленме пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри тӗп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... ln-3272343

Виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗн юлашки кунӗнче пуҫламӑш шкул ачисене иртерех ячӗҫ.

В последний день третьей четверти всю начальную школу отпустили домой пораньше.

Кучченеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/609

«Чим-ха, иртерех савӑнатӑп пуль.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах эп иртерех савӑннӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр кунне хӗрачасем шкула иртерех килчӗҫ.

На следующий день девочки пришли в школу пораньше.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Кунсӑр пуҫне Радик заданисене ялан иртерех илет, е завода ӗҫ пуҫланиччен маларах пырать, вара маҫтӑртан чертеж илет.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кунта иртерех акма май парать.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

— Караҫӑм, ӳлӗмрен ялта пурӑнма шутлатӑн пулсан ура ҫине иртерех тӑма хӑнӑхмалла! — хулпуҫҫирен силлесех вӑратрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тепӗр кунне сала кайӑкран иртерех вӑрансан чи малтан ӗне фермине чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех