Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илӗртсе (тĕпĕ: илӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ангарсенче вӗрекен ӗҫ, кунта хуҫаланакан тасалӑх, илӗртсе выртакан таса тырӑ куписем илӗртмелле пек.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Ӑна апатпа илӗртсе хӑйсем патне илсе каяс текенсем те пулчӗҫ, анчах вӑл улталанмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Православин тӗттӗм халӑха илӗртсе улталама темӗн тӗрлӗ чаплӑ ҫурт та пур иккен!

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Усал шутлӑ ҫынсем айвансене, улах вырӑналла илӗртсе кайса, ҫаппа-ҫарамас тӑратса хӑвараҫҫӗ тенине аса илчӗ те Микула, ирӗксӗрех хӑрама пуҫласа, кӗсйинчи вунӑ тенкине хыпашласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑлӑн икӗ айккинчи ҫыран хӗррипе сӗм вӑрмансем, сип-симӗс улӑхсем, хуласемпе ялсем куҫа илӗртсе ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ҫамрӑк хӗрӗн мӑкӑнь чечекӗ пек сӑн-сӑпачӗ, кӗпҫе пек кӳлепи илӗртсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха илӗртсе сӳпӗлтетни Кӗтерук хӑлхине кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн илемлӗ пит-куҫӗ, ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем, пилӗк таран икӗ сарӑ ҫивӗт, ҫинҫе пилӗкӗ каччӑсен куҫӗсене илӗртсе хӑй ҫине пӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Суту-илӳ тӑвакансем ҫынсене илӗртсе таварӗсене сутасшӑн, камӑн ӑсне мӗн килнӗ ҫавна кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ӑна илӗртсе, кутӑн утса, хапхаран тухать, сӗллине урамра ҫитерет, ҫав хушӑрах хапхине те хупма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун аслӑ хӗрне, улталаса та илӗртсе илсе тухса кайса, Али-Акрама парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халех вӑл чикан хӗрне мана кӑшт ӑсат тесе илӗртсе килетӗп.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗринчен тепри илемлӗн курӑнса: «Мана тат, мана!» — тенӗ пек илӗртсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ҫулӑн икӗ айккипе е ҫӳллӗ кантӑр, е сенкер ҫеҫкеллӗ йӗтӗн лӗпӗшсене илӗртсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Умра, улӑх тӗлӗнче, куҫа илӗртсе асамат кӗперӗ ытарайми илемлӗ карӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче эпӗ путеке ҫӑкӑр татӑкӗпе илӗртсе пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Санӑн куҫусем ҫиҫетчӗҫ Илӗртсе чуна.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 6 с.

Шухӑшӗсем пӗрре йӑпатса та илӗртсе, тепре хӑратса Ухтивана ялалла чӗнеҫҫӗ.

А голову будто разрывают на части противоречивые мысли, то утешая, то угрожая, зовут Ухтивана в деревню.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ыраш кунта самаях ҫӳллӗ, парка кӗпҫеллӗ, куҫа илӗртсе кӗҫ-вӗҫех пуҫах кӑларас пек кашласа ларать.

По берегу ее рожь намного выше, чем на полях, стебли крепкие, налитые.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унсӑр ӑҫтан илӗртсе илӗн ун пуянлӑхне?»

Без этого она не отдаст своего плодородия.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех