Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илеймест (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах каҫарӑр, аса та илеймест.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Паянхи куна вӑл пур пӗр манран туртса илеймест.

А нынешний день он все равно не отнимет.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах мӗнле юрӑ — тавҫӑрса илеймест старик.

Но какая песня — старик пока не догадывался.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Председатель мар, анчах уншӑн чупма лекет, Этемми ҫавӑн пек вӗт, ҫынран йӗппе ҫип те ыйтса илеймест.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Парторг Тутаркасра кашни ҫынна пӗлет, анчах председателе лартма ниепле те тӳрех ҫын суйласа илеймест.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кала Ятмана, мӗнле вӑл ҫавна ку таранччен чухласа илеймест

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ниепле те чухласа илеймест: мӗнле хут вӑл ывӑлӗн аллинче, мӗн пирки савӑнать Ятман ҫав териех?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл — ял ҫӗрӗ, ӑна никам та туртса илеймест.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав вӑхӑта авторӗ хумханмасӑр аса илеймест ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Кӗтет-кӗтет ӑна Кавал чӑвашӗ — кӗтсе илеймест, кутамккине ҫакать те тухса кайма тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тантӑш ӳсет, ӳсет, пысӑк пулать, Савнине илеймест — хур пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах каллех лаша илеймест ӗнтӗ манӑн аппа, — терӗ Павлуш, кӳреннине питех палӑртмасӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки вӑхӑтра пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене вӑл ӑнланса илеймест.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Мӗн пулнӑ ман пиччене? Кутемерте пурӑннӑ чухне ӑна пурте Тимофей Николаевич хыҫҫӑн кайнӑ, Артур ӑна темиҫе хут та тыттарса яма тӑрӑшнӑ, тетчӗҫ. Киле пырса тустарни те пулнӑччӗ. Учитель ӗҫне те ҫавӑн пиркиех пӑрахма тивнӗ-ҫке Мишӑна?» — ниепле те тавҫӑрса илеймест Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл хурав кӗтсе илеймест.

Ответа он не дождался.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вара Клебен ҫак вилӗмсемшӗн шуйттанран нимӗнле тӳлев те илеймест».

Клебену не видать платы от черта за это убийство…»

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӑш-пӗр чух ӑна самайрах, хӑш-пӗр чух япӑхрах; суран ӳт илеймест, чӗр куҫҫи шыҫҫи кашни хускалмассерен хыттӑн сурса ыратать.

Иногда ему было хуже, иногда лучше; рана не закрывалась, и опухоль колена отзывалась болезненно при каждом серьезном усилии.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӗвел пайӑркисемпе пӗлӗт пӗрлешсе пулакан тӗссен кӑткӑс эрешӗ ҫапла пӗр-пӗр пӳрте кӗрсе каять те — унӑн шайлашуллӑ ӑш-чикӗнчи йӑлӑхтармӑш пахалӑхсене пӗтерсе хурать; куҫ курать, анчах пӳлӗме палласа илеймест, ҫуттӑн пытанчӑк сӗмӗсем мӗскӗнлӗх хушшинче тӗлӗнтерсе яракан килӗшӳлӗх туса хураҫҫӗ.

Так облачный эффект, причудливо построенный солнечными лучами, проникает в симметрическую обстановку казенного здания, лишая ее банальных достоинств; глаз видит и не узнает помещения: таинственные оттенки света среди убожества творят ослепительную гармонию.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Темӗнле тархасласан та Мери Меннерсран пулӑшу кӗтсе илеймест.

Мери ничего не добилась от Меннерса.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Вӑл выляса илеймест, выляса илеймест, — тесе кӑшкӑрнӑ ачасем.

— Он проиграет, проиграет! — закричали дети.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех