Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ешӗл сăмах пирĕн базăра пур.
ешӗл (тĕпĕ: ешӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тар шӑрши перекен хӑмӑр кӗпине ешӗл курӑк ҫине сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ешӗл вӗсем ырлӑх яр-сан, лаша кӳлӗпӗр те кӑҫалах Ишеке кайса виҫшер пуслӑх ҫурта лартӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл утать — эпӗ ешӗл курӑк ҫинчех выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пӗррехинче, ҫулла, Мишшана ҫамрӑк пӑрусем валли ҫемҫе те сӗткен ҫулҫӑллӑ ешӗл ҫӑка тураттисене касса вӑрмантан лавпа илсе килме хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Кӑмӑлна уҫмашкӑн, сар пикеҫӗм, Май килмест-ши ешӗл ҫуркунне?

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Раманпа Анюта пуҫарнипе поселок варрине лартнӑ хунавсем те ешӗл тум тӑхӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнтерӗвӗн черетлӗ юбилейӗ тӗлне 1975 ҫулта Ешӗл Йӑмраллӑра, ял Совет ӗҫтӑвкомне хирӗҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ял ҫыннисене асӑнса палӑк уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ҫыннисем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Дарьяна ятлӑ мӑнукӗ «сӑнне Ваҫилерен касса илнӗ тейӗн, кукамӑшӗ пекех хастар».

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Подполковник сӑн-пичӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек тулса кайрӗ, вӑл арестанткӑна, ҫав Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнчи Жанна д’Арка пӳлме хӑтланса кӑкӑрне сывлӑш тултарчӗ, пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшпа пирвайхи хут Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнче, илемлӗ тутар ҫырминче, сип-симӗс йӑмрасем айӗнче, хӑмла ҫырли ҫулҫисем чӑшӑлтатнӑ, шӑрчӑксем юрланӑ сассен ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнче те авалхи йӑлана упраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫхине Германие ҫӗнтернӗ хыпар Ешӗл Йӑмралла ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сирӗн пата ҫакна ҫитеретпӗр: Хураҫӗр районӗнчи Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнче ирттернӗ оперативлӑ мероприятисене пула контрреволюцилле организацине уҫса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ҫийӗн шурӑмпуҫ хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата ҫапла сӑмах ҫӳрет: Ешӗл Йӑмраллӑри вичкӗн ҫамрӑксем, Нюҫҫа пеккисем, пӗрремӗш каҫра хӗрӗн шурӑ минтерне пуҫ тӗлӗнчен вырӑн варрине куҫарса хуни те пулнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑра хӗрарӑмсем минтер питне — ҫивиттине уйрӑм пиртен — алӑпа, чӑваш тӗррисемпе тӗрлесе тӗртнӗскертен ҫӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑрантарма, пӑхма ӑна ансат — ешӗл курӑк, утӑ пулмасан, улӑм, ҫурма ҫӗрни, пӳрт тӑрри ҫине витти пулни те юрать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗн укӑлчи, сӑваплӑ юман — Ҫилевӗр патне ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑн шурӑ ҫурри пылчӑклӑ пакӑлтатусене тем тусан та ӗненесшӗн пулман:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел, хӗрелсе ҫитнӗскер, тӳпере ҫӳле ҫӗкленчӗ, Ешӗл Йӑмраллӑ ялне пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Эй, эсир, ҫынсем! Ӑҫта эсир? Ҫуркунне, — тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех