Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

госпитальте (тĕпĕ: госпиталь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана чылаях йывӑр амантрӗҫ те, эпӗ халь сиртен инҫех мар госпитальте выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ӑна пачах урӑххи ҫинчен шутланӑ евӗр таҫта айккинелле пӑхса итлерӗ, госпитальте выртнӑран-тӑр вӑл ҫак вӑхӑтра питех те кичемӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана ӑна киле илсе ҫитермех пӳрнӗ иккен: госпитальте сестрасене хутаҫ ҫӗлеттертӗм те хам пуҫелӗк айнех чиксе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышин, ун шухӑшне пӗлнӗ пекех, аманнӑ ура мӗнле тӳрленсе пынине, госпитальте мӗн чухлӗ выртнине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫитӗ мана госпитальте тарӑхса ӗҫленипе те…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Софья Георгиевнӑпа пӗрле ӗҫлетчӗҫ, госпитальте.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня халӗ Самарта (хӑйӗн юлташӗпе — Поля Баландинӑпа пӗрле), ерекен чирсенчен сыватакан госпитальте медсестра шутӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Фронтра, госпитальте, Хусанта, гарнизон штабӗнче, социал-демократсем пухнӑ маевкӑра Михала ҫавнашкал политикӑллӑ воспитани урокӗсем сахал мар илет, ерипен унӑн куҫӗсем уҫӑлса пыраҫҫӗ, национализм, суя патриотизм сӗрӗмӗ те сирӗлет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Калаҫу кӗҫех госпитальте ӑна хирӗҫ пыракан каварсем ҫине куҫрӗ, эпӗ Филатра манпа мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырса пӗлтерме сӑмах патӑм; анчах ахаль ҫак сӑмахсенче «Хумсем ҫинче чупакан» сӑмахсем вӗҫӗмсӗр талпӑнса тӑраҫҫӗ, чӑн та, эпир вӗсене пачах та каламарӑмӑр.

Вскоре разговор перешел к интригам, которые велись в госпитале против него, и обещаниям моим написать Филатру о том, что будет со мной, но в этих обыкновенных речах неотступно присутствовали слова: «Бегущая по волнам«, хотя мы и не произносили их.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Правительство наградисене ҫичӗ хутчен, ҫавсен шутӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш степень орденне тивӗҫлӗ пулнӑ хастар та хӑюллӑ, паттӑр каччӑ, Гвардин аслӑ сержанчӗ пӗтӗм тӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ чухне Тбилисири госпитальте выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Гент госпитальте ултӑ уйӑх выртрӗ.

Гент лежал в госпитале, где пробыл шесть месяцев.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Госпитальте вилӗмпе кӗрешекенсем карап командирӗн пурнӑҫне сыхласа хӑвараканӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Госпитальте юн ҫук — намӑс!..

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Госпитальте выртакан кирек хӑш ҫын суранне те шанчӑклӑ та лӑпкӑ тыткалакан ватӑ ҫыннӑн хытанка пӳрнисем сисӗнмеллех чӗтресе илни сестрана хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Нина «тӗпелелле» иртиччен тӳрех вешалкӑра ҫакӑнса тӑракан халатне илсе тӑхӑнчӗ — госпитальте йӗрке ҫавнашкал: килти тумтирпе чирлӗ ҫынсем хушшинче ҫӳреме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

…Эпӗ Мускаври госпитальте выртаттӑм.

… Я лежал в московском госпитале.

Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ялта мана виҫӗ полицай тытса чарчӗҫ те: «Ӑҫта каятӑн? — тесе ыйтаҫҫӗ. Эпӗ тӳрех йӗрме тытӑнтӑм: «Пиччеҫӗмсем, ырӑ ҫынсем, анне патне каятӑп, вӑл госпитальте», тетӗп.

Остановили меня в деревне три полицая и спрашивают: «Куда идешь?» Я сразу стал плакать: «Дяденьки, миленькие, к мамке иду, она в госпитале».

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Анчах Екатерина Алексеевна госпитальте Ленькӑна тупаймарӗ.

Но в госпитале Екатерина Алексеевна не нашла Леньку.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Госпитальте.

При госпитале.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Амӑшӗ госпитальте сестра пулса ӗҫлет.

Мама работает медицинской сестрой.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех