Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫертрӗ (тĕпĕ: вӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анишора хӑйӗн аллине Виктор аллинчен вӗҫертрӗ.

Анишора высвободила свою руку из руки Виктора.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Секретарь хуллен кӑна аллине унӑн хулӗнчен вӗҫертрӗ те, йӗри-тавра лӑпкӑн пӑхкаласа, хӑвӑртрах утма пуҫларӗ.

Секретарь потихоньку высвободил руку и, спокойно оглядевшись, прибавил шагу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вадим хӗре вӗҫертрӗ, яштах тӳрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита хывӑнмарӗ, кӗске кӗрӗк тӑхисене вӗҫертрӗ кӑна, вара, сӗтел хушшине ларса пӗр стакан вӗри кофе ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапах, ураран ӳкес мар тесе, мӗнпур вӑйне пухса, сылтӑм аллине вӗҫертрӗ те, йӗвене шӑлӗпе ҫыртса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппан Огуречников аллине вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыратнипе мар, ытла та тарӑхнипе, хӑй мӗн тунине чухлаймасӑр, чӗлпӗре аллинчен вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑнӑхӗ ҫур михӗрен иртсен, Хветут шӑлне вӗҫертрӗ те: — Ҫитет пуль, Сергей, унсӑрӑн эпӗ ҫӗклесе те каҫаймӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Шигалей чӑтаймасӑр кӗрӗк тӳмине вӗҫертрӗ те хӑрах аллине хӗвне чиксе ячӗ, кӑкӑрне хыттӑн шаккаса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пиратне касмӑкран вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫурӑм хыҫӗнчен васкасах пӑшалне вӗҫертрӗ те, машинӑн хыҫалти хӗрлӗ ҫути ҫине тӗллесе, икӗ курокне те умлӑн-хыҫлӑнах туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Каях, анне, ан чар лашана, — терӗ вӑл, унтан, пӗшкӗнсе, анне аллине ҫемҫен вӗҫертрӗ те лашана уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аллине пупӑн тӗреклӗ аллинчен вӗҫертрӗ те Янтул аяккарах кӗтсе тӑракан арӑмӗпе танлашрӗ.

Высвободившись из довольно крепкой руки священника, Яндул подошел к стоявшей в стороне Ендебек.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Туртсах вӗҫертрӗ ҫухине.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак, ҫав лаша ҫинчи этем — Пӗр сӑмахпа, чӗр вӑй, хевте; Ӳт-пӗвӗпе самай кӗрнеклӗ, Алли-урисемпе тӗреклӗ, Ав, ҫурӑм хыҫӗнче пӑшал — Пӗр самантра пуху пуҫтарчӗ, Чуна сӑмахпала уҫтарчӗ, Вӗҫертрӗ тытнӑ шухӑша.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Утӑ ҫулакансем ӗнтӗ киле ҫитсе тахҫанах апат та пӗҫерсе ҫирӗҫ пулӗ, — майӗпен аллине вӗҫертрӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ытарма ҫук картинӑна киленсе пӑхса тӑрас терӗ пулас, ҫурӑм ҫинчи кутамккине вӗҫертрӗ те, ҫерем ҫине выртса канма хатӗрленнӗ пек, хӑйӗн умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрнепи ҫурӑм хыҫне кутамккаласа ҫакнӑ хутаҫҫине вӗҫертрӗ те ӑна Ахтупай еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫитӗ, тавлашмӑпӑр, Ухтепи, — савнине хӑйӗн ытамӗнчен вӗҫертрӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ундрицов алӑк ҫекӗлне вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех