Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренет (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман пичче, сӑмахран, инженера вӗренет, Санюк аппасен Клавдийӗ, ав, агронома вӗренсе тухрӗ…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Куралев хӑй ялхуҫалӑх институтӗнче вӗренет, ҫирӗм виҫӗ ҫул тултарчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

«Кӑнна Кушки шкулӗнче вун виҫӗ ача вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Ҫаван пекех, пырасла лайӑх пӗлни те ҫынна тӑван чӗлхене мантармасть, урӑх чӗлхене тӗплӗн пӗлекен ҫын хӑйӗн тӑван чӗлхинче те унччен асӑрхаман уйрӑмлӑхсене курма тытӑнать, чӗлхен илемӗпе вӑйне туйма вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Унта, виҫҫӗмӗш класра, Марина Владимировнӑн ывӑлӗ Вадим вӗренет.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пурӑнасса Глафира Атӑл тӑрӑхӗнчи пысӑк хулара пурӑнать пулмалла: кӑнтӑрла столовӑйра ӗҫлет, каҫхине институтра бухгалтера вӗренет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн сӑмахне хӑлхана чикмен правлени членӗсем — ӑна ферма пуҫлӑхне суйланӑ: каччи вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренет, ҫивӗч ӑс-пуҫлӑ, ӗҫчен.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫавӑнта агрономсен пӗр уйӑхлӑх курсӗнче вӗренет иккен, Моляков яла канма таврӑнни ҫинчен ӑна пӗр тусӗ пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Асли, Митя, ӳнер шкулне ҫӳрет, ӳкерме вӗренет.

Старший, Митя, ходит в художественную школу, учится рисовать.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Академире вӗренет те, каялла килчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Округри 10 шкулта 1371 ача вӗренет, 404 ача шкулчченхи пӗлӳ илет, 1518 ача хушма вӗренӳ программисемпе пӗлӗвне тарӑнлатать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ӳсет Йӑван, йӑпанать, шкула чупать, мухтанать, вӗренет хай пит наян.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Каҫхи техникумра вӗренет, хӗр шырама чӑнах та вӑхӑчӗ сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

— Хӗрача питӗ лайӑх вӗренет, математика, вырӑс чӗлхи, географи, биологи предмечӗсемпе уйрӑмах кӑсӑкланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Вӑл гимназире вӗренет, — тет Зоя.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн пӗр пӳлӗмре виҫӗ класс вӗренет.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл «5» паллӑпа ҫеҫ вӗренет, предмет олимпиадисенче, тӗрлӗ конкурссенче палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Аппӑшӗ, Ула Тимӗртен виҫӗ ҫул аслӑскер, пиллӗкмӗш класра вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Университетра сакӑр пине яхӑн студент вӗренет.

Учатся в университете около восьми тысяч студентов.

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6251.html

12. Ача туслӑхра пурӑнать пулсан, хӑйне кирлӗ пек туять пулсан — вӑл ҫак тӗнчере юрату тупма вӗренет.

12. Если ребенок живет в атмосфере дружбы и чувствует себя необходимым — он учится находить в этом мире любовь.

Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех