Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗлт (тĕпĕ: вӗлт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиртен сулахайра сасартӑк пакша вӗлт! туни курӑнса кайрӗ.

Вдруг влево от нас мелькнула белка.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫичӗ сехет вӗлт туса, сисӗнмесӗрех иртсе каять.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сухви вӗлт турӗ те ҫенӗкелле вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, кӑштах ӗҫкеленӗскер, кӗтмен ҫӗртен мӑйӗнчен уртӑнчӗ: «Эс мана питӗ килӗшетӗн, анчах Маринэрен хӑратӑп», — терӗ те чуптума тытӑнчӗ, туалет алӑкӗ уҫӑлни илтӗнсен тин айккинелле вӗлт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗлт! кӑна ҫенӗкелле сирпӗнчӗ Арлашкин.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ах, сӳпӗлтететӗп-ҫке эп тепӗр чух!» — тесе кулянса илчӗ те вӑрӑм хура ҫивӗтне явкалантарса тӗпелелле вӗлт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах пеме тытӑнсассӑн вӗлт! кӑна тӑкӑрлӑка сиктерсе кӗретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗшне ҫавӑнтах тӗп тӑватӑп, анчах тӑваттӑмӗшне пеме ӗлкӗрейместӗп, — кӑвак каска траншея ӑшпе вӗлт! ҫеҫ тӑвать, пытанать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Арӑмӗ сумкине илчӗ те вӗлт кӑна тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Ҫак вӑхӑтра Улькка аппа, тутине килпетлӗн ейсе, чӗлт-чӗлт-чӗлт хӗмленекен евӗклӗ куҫӗпе кӳренӗҫсӗр, айван пускилӗсен куҫӗсене йӑкӑр-йӑкӑр шуса-юхса кӗрсе, кӗленчи ҫинчи тутӑра вӗлт! сирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ольга Андрей ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те чӑлана вӗлт ҫеҫ кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача тепӗр хут каҫару ыйтрӗ те халӑх хушшине вӗлт кӑна кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача вӗлт кӑна каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӑмӑллӑн йӑлкӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӑх-ха, шельмасем, мӗнлерех чупаҫҫӗ симӗс курӑк ҫинче, чӑн-чӑн курортри евӗр, — пӗчӗк ача пекех савӑнса кайнӑ Ефим Егорович пӗр чӗппи патӗнчен теприн патне пӗшкӗнчӗ, вӗсене аллипе тытса пӑхма хӑтланчӗ, анчах лешсем ниепле те тыттарасшӑн мар, вӗлт кӑна курӑк ӑшнелле чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл ҫил-тӑвӑл тӑпӑлтарса ӳкернӗ армак-чармак хыр патне чупнӑ пек хӑвӑрт пычӗ те, сарӑ лӑсӑллӑ ҫӑра туратсене ялт! ҫӗклесе, тӗттӗм шӑтӑка вӗлт! ҫеҫ кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Альӑн хура куҫ харшийӗсем вӗлт! ҫӗкленчӗҫ, унтан пӗрӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня Коля ҫумне пӑчӑртанчӗ, пӗр хушӑ ҫаплах ларчӗ, унтан вӗлт пуҫне ҫӗклерӗ, куҫҫулӗ витӗр кулса, савнийӗ ҫине айӑплӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паян та авӑ ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ-ҫӳреҫҫӗ те чӗпписем патне чул муклашки ӳкнӗ пек вӗлт! анаҫҫӗ, пӑхатӑн, вӗсем каллех пӗлӗтре!

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫак вӑхӑтра ӳссе ҫитнӗ пӗр чӗппи вӗлле шӑтӑкӗнчен пуҫне кӑларса пӑхса ларчӗ-ларчӗ те вӗлт! вӗҫсе тухрӗ, турат ҫине, амӑшӗпе ашшӗ патне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫак пулла чарлан курчӗ те Атӑла чул пек вӗлт! ҫех чӑмрӗ, авӑ, пулӑ халь ун «хыпкӑчинче».

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех