Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтне (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫул ҫумӑр суса тӑни акан вӑхӑтне тӑсрӗ пулсан, кӑҫал хӗвеллӗ кунсем савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Ял пурнӑҫне пуянрах тӑвассишӗн вӑй-халне, вӑхӑтне шеллемеҫҫӗ», - вӗсене чӗререн тав тунине палӑртрӗ Альбина Дмитриевна.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Пирӗн вӑхӑтрах ав талантлӑ пиншер ҫамрӑксем хӑйсен пушӑ вӑхӑтне искусствӑна вӗренес ӗҫе параҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ чаплӑ артистсем, музыкантсем, художниксем, поэтсем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӗптӗм-чӗптӗм кӑна ыйхинчен вӑхӑтне тата-тата вӑл, чӗркуҫҫийӗ ҫине тетрадьне хурса, чылай чухне тата ура ҫинчех тӑрса, сӑвӑсем ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Республикӑри пысӑк предприятисемпе организацисенче ӗҫлекенсене чӑрмав кӳрес мар, вӗсен вӑхӑтне перекетлес тата ӗҫлекен халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗллевпе кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхиллех пулакан пысӑк уява ирттерессин форматне улӑштарма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Тем килсен тем пулӗ тесе вӑл ҫак хушӑра темиҫе ҫӗмрен туса вӑхӑтне ирттерме шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑхӑтне пӗлес пулать унӑнне! — мӑкӑртатрӗ старик.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ выпускниксемпе ашшӗ-амӑшне пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма, экзамен вӑхӑтне ҫӑмӑлрах ирттерсе яма пулӑшмаллах».

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Сайрара пӗрре, тахҫантан-тахҫан ҫеҫ, кану вӑхӑтне каткаласа илсе, амӑшӗ патне ҫемйисӗр килсе каҫӑхакан уйӑх пек тӗксӗм ҫуттӑн ялтлатса илет те, ик-виҫ кунтанах е эрнеренех тӑван килне «пӑль-пӑль-пӑль алӑ сулса хӑварать».

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫын тухӑҫлӑ, ӳсӗмлӗ, пысӑк пахалӑхпа ӗҫлетӗр тесен, унӑн пӗтӗмӗшле тавракурӑмне те, культурине те ӳстермелле, канӑвне активлӑ, пуш вӑхӑтне культурӑллӑ ирттерме май туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Алли-урисем лайӑх ӗҫлерӗҫ-ха, анчах чӗлхисем ҫав-ҫавах хӑпӑл-хапӑлах уҫӑлма васкамарӗҫ — ытла та асӑрхануллӑ хӗрпе каччӑ, мӗншӗн тесен вӗсем, самаях ӑса кӗнӗскерсем, юратура пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвакансем, чи кирлӗ, чи хаклӑ сӑмахсен хакне, вӑхӑтне те виҫине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑна туянать-ха, анчах вӑхӑтне ҫухатать: юлташӗсем палӑртнӑ вырӑна вӑл пӗр сехете мар, икӗ сехет таврашнелле ҫеҫ ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр эрне… шутласан пӗр эрне нумай та мар пек туйӑнать, анчах та кӗрхи сивӗ ҫанталӑкра та хушӑран улмуҫҫи хӑйӗн вӑхӑтне улӑштарса ҫеҫкене ларнӑн, Клавӑн хальтерех кӑна-ха ыратупа тулнӑ чӗрине шӗл-кӑварлӑ юрату ҫунтарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Малтан ӗҫрен хӑвӑртрах тухса тарасшӑн ҫуннӑ Лида юлашки кунсенче темӗнле салху ҫӳрерӗ, юлташӗсемпе те питех калаҫмарӗ, пушӑ вӑхӑтне ытларах кӗнекесемпе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тинех автан хӑйӗн вӑхӑтне кӗтсе илчӗ пулас: леш чӑпар чӑх патне хӑюллӑн утса пычӗ те, тӗпеккинчен ҫепӗҫҫӗн «чуптуса» таптаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Айтӑр ҫакӑнта ларса канар кӑштах, ҫакӑн пек ырӑ каҫӑн илемлӗ вӑхӑтне ҫывӑрса ирттерер мар ӗнтӗ, — юрлакансене чарсах ума тухса тӑчӗҫ каччӑсем, ытти чухне вӑййа пухӑннӑ вырӑна ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫу - кӗр, кӗркунне хӗл вӑхӑтне куҫать.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Земснаряд начальникӗн вахта вӑхӑтне вара графикпа палӑртман.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Н. К. Крупскаяна виҫӗ ҫуллӑха Уфа кӗпӗрнине ямалла тунӑ, вара вӑл, Владимир Ильичӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ тесе, ссылка вӑхӑтне унпа пӗрле ирттерме Шушенскине кайма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех